Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурнан минимумӑн ҫурри чухлӗ

Тӳлев пӗр ача пуҫне 4686 тенкӗпе танлашать

 

Президент хушӑвӗпе 3-рен пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене тӳленмелли укҫасене 27,4 пин ҫын илӗ.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сӑрӑлнӑ вӑхӑтра халӑха социаллӑ тӗрев парасси пирки журналистсене ТР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова каласа панӑ.
"3-рен 7 ҫитекен ачасене уйӑхсерен парӑнакан  тӳлеве март уйӑхӗнче РФ Президенчӗн "О дополнительных мерах государственной поддержки семей, имеющих детей“ тата  "О ежемесячной денежной выплате на ребенка в возрасте от трех до семи лет включительно“ указӗсем тӑрӑх палӑртнӑ. Тӳлев адреслӑ, ӑна граждансен тупӑшне кура параҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Ҫӗнӗ, уйӑхсерен парӑнакан тӳлеве ҫын пуҫне 9450 тенкӗрен сахалрах тупӑш илекен ҫемьесенчи ачасене парӗҫ. Тӳлев пӗр ача пуҫне 4686 тенкӗпе танлашать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев