Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуш уйăхӗн 6-мӗшӗ – Тимофей

«Пуш уйăхӗ алхасма юратать, Хӗл Мучи сăмсаран чӗпӗтесси те пулма пултарать», – тенӗ халăхра

ХАЛĂХ КАЛЕНДАРӖ

◊ Пуш уйăхӗн 6-мӗшӗ – Тимофей. Ăшă çил вӗрме пуçлать. Çак кун уяр-тăк – çуркунне те лайăх çанталăк пулать. 

◊ Пуш уйăхӗн 7-мӗшӗ – Маврикий. Хура кураксем, шăнкăрчсем тата чӗкеçсем вӗçсе килме пуçлаççӗ. Кайăксем çак кунран маларах вӗçсе килни – çуркунне ир пуласса. 

◊ Пуш уйăхӗн 8-мӗшӗ – Поликарп. «Пуш уйăхӗ алхасма юратать, Хӗл Мучи сăмсаран чӗпӗтесси те пулма пултарать», – тенӗ халăхра. Чăн та, пуш уйăхӗнчи ăшă çанталăка шансах пӗтерме тăхтамалла, час кăна улшăнма пултарать. Енчен те чакак пӳрт çунатти айне пытанать-тӗк – çил-тăман тухасса.

◊ Пуш уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иван. Сăнанă: енчен те кайăксем ялан хӗвел ӳкекен çӗрте йăва çавăраççӗ – çулла сивӗ пулать. Çак кун аиста е тăрие курни – лайăха. Иван кунӗнче юр çусан ака уйăхӗнче те çăвать-ха. 

◊ Пуш уйăхӗн 10-мӗшӗ – Тарас. Çак кун тултан чӳрече витӗр пӳртелле  пăхма хушмаççӗ. Пӳрт алăкӗ тăпсаран тухса кайни – инкеке. 

◊ Пуш уйăхӗн 11-мӗшӗ – Порфирий. Çак кун вӗçен кайăксене сăнамалла. Енчен те вӗсем кăнтăртан таврăннă – тыр-пул ăнса пулать. 

◊ Пуш уйăхӗн 12-мӗшӗ – Прокоп. Хресченсем кăчкăллă хăвана сăнаççӗ: енчен те унăн кăчкисем тăрринче çурăлма пуçлаççӗ – акана иртерех  тухма юрать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев