Пушар хăрушлăхӗ пысăк – вăрмана кӗртмеççӗ
Тутарстан вăрманӗсенче пушара хирӗçлӗ режим апрелӗн 15-мӗшӗнчен, пӗлтӗрхи срокран икӗ эрне каярах пуçланать. Кун пирки ТР вăрман хуçалăх министрӗ Равиль Кузюров «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Ведомство пуçлăхӗ ăнлантарнă тăрăх, датăсем улшăнни кăçалхи çанталăк условийӗсемпе çыхăннă. Танлаштарма: 2025 çулта вăрмансенче пушара хирӗçлӗ ятарлă режим мартăн 31-мӗшӗнчех пуçланнă.
Пушара хирӗçлӗ режим кая юлса пуçланать пулин те министерство çӗнӗ сезона хатӗр. Тӗп документ – Тутарстан территорийӗнчи вăрмансенче пушар тухас пулсан ăна сӳнтермелли пӗрлехи план. Унта, министр каланă тăрăх, кирлӗ сведенисене пурне те пухнă: республикăри вăрман лаптăкӗсен уйрăмлăхӗсенчен пуçласа ятарлă техникăпа оборудованисен тӗрӗс шучӗ таранах.
Аса илтеретпӗр, пушара хирӗçлӗ режим вăхăтӗнче Тутарстан вăрмансене кайма юрамасть, çак вăхăтра кăвайт чӗртме чараççӗ. Пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене пăсакансене административлă явап тыттараççӗ, штраф тӳлеттереççӗ.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев