Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанра «Тăван ен кĕввисем» фестиваль пырать

Пушкăртстанри Пишпӳлек çĕрĕ çинче «Тăван ен кĕввисем» фестиваль çула тухнă.

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пишпӳлек районĕнчи Ситекпуç ялĕн культура çуртĕнче район шайĕнче пуçласа чăваш юррисен «Тăван ен кĕввисем» фестиваль-конкурс иртрĕ. Унта пурĕ 130 ытла пултарулăх артисчĕ хутшăнчĕ, çав шутра çирĕме яхăн ансамбль, икĕ теçеткене яхăн дуэтсемпе уйрăм юрăçсем. Хăш-пĕр ялсенчен икшер пултарулăх ушкăнĕ килни те пулчĕ.

Юрă-кĕвĕ конкурсне икĕ номинаципе – фольклор тата эстрада – йĕркеленĕ. Жюри пайташĕсем (председателĕ Пишпӳлек тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертӳçи Сергей Михайлов) кашнин пултарулăхне тĕплĕн те тӳрĕ кăмăлпа хак пачĕç, пĕрремĕш, иккӗмӗш, виççĕмĕш вырăн йышăннисене палăртрĕс. Çавăн пекех ансамбльсем хушшинче икĕ фольклор тата эстрада енĕпе Гран-прие тивĕçнĕ коллективсене суйласа илчĕç. Фольклор юрри шăрантарса çак ята Ситек ялĕнчи «Çеçпĕл» ушкăн çĕнсе илчĕ. Тепĕр номинацинче Гран-при хуçи Пăслăк ялĕнчи «Тăван кĕвĕсем» ансамбль пулса тăчĕ. Пурне те дипломсем тата укçан преми парса чысларĕç.

Ирина Саригель. Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев