Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанра кайăк-кӗшӗк грипӗ палăрнă

«Башкирская чăх-чӗп фабрики» АОра чăхсем вилни пирки Пушкăртстан Республикин Ветеринари комитетне августăн 9-мӗшӗнче пӗлтернӗ

 «Башкирская» чăх-чӗп фабрикинчен кӳнӗ 300 пин штука яхăн çăмартана Тутарстанра сутлăхран илнине пӗлтерет «Татар-информ» информаци агентстви Россельхознадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн хыпарӗ çине таянса.«Лавккасене сутма хунă продукцие илтӗмӗр, складрисене сутлăха кăларма чартăмăр. Продукцие пӗтермешкӗн хуçине хăйне ярса паратпăр»,– тенӗ ведомствăра кун пирки. Çакăн пек мерăсем йышăнмашкăн «Башкирская» чăх-чӗп фабрикинче кайăк-кӗшӗк грипӗ палăрни хистенӗ иккен. Пушкăртстан Республикин Ветеринари комитетне августăн 9-мӗшӗнче «Башкирская чăх-чӗп фабрики» АОра чăхсем вилме тытăнни пирки пӗлтернӗ. Специалистсем тепӗр кунах вырăна çитнӗ. Илнӗ пробăсене ветлабораторире тӗрӗсленӗ те кайăк-кӗшӗк грипӗн вирусне асăрханă, анчах татăклă диагноз лартмашкăн пробăсене Владимирти лабораториех янă. Шел, асăннă чăх-чӗп фабрикинче вирус чăнах та пуррине унта та çирӗплетнӗ. Çапла вара «Башкирская» чăх-чӗп фабрикине кăна мар, ун тавра 5 çухрăм радиусри ялсем те чир хăрушлăхӗн зонине лекнӗ.   (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство