Пушкăртстанра «Кӗр сăри» иртнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанра «Кӗр сăри» иртнӗ

Пушкăрт Республикинчи Çтерлӗ хулинчи чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем (ертӳçи О.П.Федорова) авалхи асатте-асаннесен йăли-йӗркине асра тытса «Кӗр сăри» ирттернине пӗлтерет ЧНКА ертӳҫин ҫумӗ Людмила Маркина.

Уява «Тавах» ансамблӗн ертӳçи Ольга Иванова ертсе пынă. 

Курма килекенсем Çтерлӗ районӗнче йӗркеленнӗ «Тавах», «Палан» тата «Селяночка» эстрадăпа фольклор ансамблӗсен пултарулăхӗпе паллашнă. Хăнасене  йӗркелӳçӗсем тӗрлӗ апат-çимӗçпе тата чăваш сăрипе сăйланă, конкурссене хутшăнакансене парне парса хавхалантарнă.

Сăнӳкерчӗксене Людмила Маркина ярса панă.


Чувашии России

Нет комментариев