Пушкăртстанри Слакпуç шкулне Константин Иванов ятне панă
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри Слакпуç шкулне Константин Иванов ятне панă

Ку йышăнăва тахçанах тумалла пулнă. Тинех кӗтсе илтӗмӗр.

Пушкăртстан Республикин Правительствин Хушăвне кăçалхи раштавăн 12-мĕшĕнче çирĕплетнӗ, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат Телеграмри хăйӗн каналӗнче.  

Ку йышăнăва литература еткерлĕхне упрама тăрăшнипе тата республикăра пурăнакан халăхсен истори астăвăмне хисепленипе танлаштарма пулать. Чăвашсем çеç мар, Пушкăртстан та чăваш литературин классикĕпе мăнаçланать. 

Аса илтеретпĕр: Слакпуç Пушкăртстанри Пелепей районне кĕрет. Вăл Константин Иванов поэтăн тăван ялĕ. Унăн вилтăприйĕ те унтах. Çавăн пекех Слакпуçра Константин Ивановăн музей çурчĕ тата «Нарспи» çăлкуç пур.


Чувашская культура

Нет комментариев