Пушкин карттине ҫӗнӗтме 160 пин заявлени ҫырнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкин карттине ҫӗнӗтме 160 пин заявлени ҫырнӑ

Январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 160 пин ҫын Пушкин карттине ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ ҫултан федераци программин операторӗ ВТБ банк пулса тӑнипе ҫыхӑннӑ ку.

ВТБ-на куҫма заявкӑсем  ытларах Менделеевски, Мензелински тата Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗсенчен килнӗ. Ыттисем те «Госуслуги Культура» тата ВТБ Онлайн приложенисенче е ВТБ офисӗсенче ҫӗнӗ оператор ҫине куҫмалла. 2026 ҫулта пластик карттӑна кӑларасси тӳлевсӗр юлать.

«Пушкин картти» программа 2021 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн тӗллевӗ – ҫамрӑксене спектакльсене, куравсене, концертсене тата кинона ҫӳреме явӑҫтарасси. Пушкин карттине 14 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ҫамрӑксене параҫҫӗ. Кашни ҫулах патшалӑх ун ҫине  5 пин тенкӗ субсиди куҫарать, ӑна культура мероприятисене билет илме тӑкаклама пулать, вӗсенчен 2 пин тенкипе кинотеатрсене кайма юрать.


Пушкинская карта

Нет комментариев