Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пушкин карттине» пурнăçа кӗртессипе Тутарстан лидерсен шутӗнче

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Мускаври Пашков çуртӗнче иртнӗ церемони вăхăтӗнче Тутарстан Республики «Пушкин картти» программăна пурнăçа кӗртессипе лидерсен шутӗнче пулнине пӗлтерет ТР Культура министерствин пресс-служби.

Республикăран мероприятие ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тата культура учрежденийӗсен представителӗсем хутшăнчӗç.

РФ вице-премьерӗн Татьяна Голикован сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра Раççейӗпе программăна хутшăнакан организацисен шучӗ 12 пине çитнӗ, 10,6 миллион çамрăк «Пушкин карттипе» усă курать.

«Пушкин карттипе» Раççейре пурăнакан 14–22 çулсенчи çамрăксем усă курма пултараççӗ. Ун çине театра, кинона, музее, филармоние тата ытти культура учрежденийӗсене билет илме укçа (5000 тенкӗ) «Культура» наци проекчӗпе патшалăх куçарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Пушкинская карта