Путин паян Хусанта
Тутарстанăн тӗп хули хальхи вăхăтра стратегилле проектсемпе ӗçлет, çав шутра ТУ-160 ракетоносецсен производствине çӗнӗрен чӗртессипе те. Çӗршыв ертӳçи Владимир Путин паян Хусанта çар темипе лару ирттерет.
Раççей Президенчӗ Владимир Путин май праçникӗсем хыççăнах çар темипе ларусем ирттересси пирки пӗлтерет «Татар- информ» ИА РИА Новости хыпарӗ çине таянса. Вӗсенчен пӗри паян, май уйăхӗн 13-мӗшӗнче, Хусанта. Тутарстанăн тӗп хули хальхи вăхăтра стратегилле проектсемпе ӗçлет, çав шутра ТУ-160 ракетоносецсен производствине çӗнӗрен чӗртессипе те.
Сăмах май, оборона промышленность комплексӗн аталанăвӗн темипе ларусем Сочи хулинче çуллен çуркуннепе кӗркунне иртнӗ-ха, кăçал февралӗн 2-мӗшӗнче Президент Оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата МИД ертӳçипе Сергей Лавровпа тӗл пулнă хыççăн, форматне улăштарнă.
Кремлӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, тӗлпулура ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçине 2018 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе кӗскен паллаштарнă май заказчик патне çитерме транспорт организацине панă промышленность продукцийӗ 2 триллион та 818 миллион тенкӗпе танлашнине, МИ-38 вертолет сертификат илнине пӗлтернӗ тата Турци Президентне Реджеп Эрдогана Хусана килмешкӗн йыхравлама ыйтнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев