Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Путин укҫине" харампырсемпе шулӗксем те илесшӗн

Мошенниксен аллине лекес мар тесен заявленисене официаллӑ gosuslugi.ru сайтра кӑна ҫырмалла.

 

Тутарстанри 700 пин ытла ача "Путин укҫине" илме тивӗҫ. Ҫав вӑхӑтра мошенниксем заявлени памалли вуншар суя сайт туса хатӗрленӗ.
Раҫҫей Пенси Фончӗн Тутарстанри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 ҫулччен 5 пин тенкӗ тата 3-рен 16 ҫулччен 10 пин тенкӗ илме республикӑри 776 пин ача тивӗҫлӗ. Вӗсенчен 136 пин ача 3 тултарманнисем, 640 пинӗшӗ 3-15 ҫултисем.
Ҫак тӳлевсем валли федераллӑ бюджетран 8,5 млрд тенке яхӑн уйӑрнӑ.
Паянхи куна Тутарстанри 3 тултарман 114 пин ачана 1 миллиард та 117 миллион тенкӗ валеҫнӗ. 3-рен иртнисене кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеме тытӑнӗҫ.
Аса илтеретпӗр, ҫак тӳлеве илес тесен, кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗччен Патшалӑх услугисен порталӗнчи харпӑр (личный) кабинетра е МФЦ урлӑ заявлени ҫырса памалла.
"Электронлӑ формӑна тултарнӑ чух нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук, ачан ҫуралнӑ свидетельстви, СНИЛС тата амӑшӗн банк реквизичӗсем. Вӗсене банк-онлайнра пӑхма пулать.
Чи кирли – заявленине тӗрӗс, мӗн пур документсемпе килӗшӳллӗн ҫырасси", – тесе палӑртнӑ Пенси Фончӗн Тутарстанри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Вафин.
Ҫемьесем нумай заявлени ҫырса панипе мошенниксем те тӗлӗрмеҫҫӗ. Вӗсем сайтсен дизайнне тата адресӗсене патшалӑхӑнни евӗр туса айвансене серепене ҫаклатасшӑн. Мошенниксен аллине лекес мар тесен заявленисене официаллӑ gosuslugi.ru сайтра кӑна ҫырмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев