Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуянсем ниепле те тăранаймаççӗ...

Депутатсем пенси çинчен шутламасан та пултараççӗ, вӗсен шалăвӗ çителӗклӗ, чӗри ыратмасть.

Пирте хырçă чарăнмасть-тӗр ӗнтӗ вăл. 1990 çулсенче СССР вăхăтӗнче пухăнса пынă укçисене çухатрӗç çынсем, халӗ пенсие тухиччен те пурăнаймасран хăраççӗ. Çынсен ытларах пайӗ пенси çулне ӳстерессине хирӗç, халăх суйланă çынсем пурте тенӗ пекех çак реформа майлă.Хальхи вăхăтра Раççейре пуринчен те маларах пенсие тухаççӗ. Ӗлӗкхи Совет Союзӗнче пулнă çӗршывсенчипе танлаштарсан та. Тӗслӗхрен, Белоруссире пенси çулне пӗлтӗр ӳстерме тытăннă. Реформа вӗçленнӗ тӗле хӗрарăмсем 58-та, арçынсем 63-ре пенсие тухма тытăнӗç. Çакăн пекех чикӗсем Кăркăсстанпа Таджикистанра çирӗпленнӗ. Арменире вара уйрăмлăх çук: арçынсем те, хӗрарăмсем те пенси укçине 63 тултарсан илме тытăнаççӗ. Молдовăра та çавăн пекех лару-тăру. Азербайджанра, Эстонире 65-ре кăна пенсие тухаççӗ. Грузире хӗрарăмсем 60-та, арçынсем 65-ре тивӗçлӗ канăва каяççӗ. Çак реформа пирӗн çӗршывра кăна кая юлнă пулмалла. Ыйту çуралать: Сочири Олимпиадăна пула-ши е Тӗнче чемпионатне пула кая юлнă?..

Виçӗмкун РФ Патшалăх Думинче пенси реформипе çыхăннă закон проекте йышăннă чух коммунистсем кăна хирӗç сасăланă, «Справедливая Россияран» 17-шӗ хирӗç пулнă, 6-шӗ сасăламан. ЛДПР фракцийӗ сасăламан, вӗсенчен пӗр çын кăна реформа майлă сасăланă. «Пӗрлехи Раççей» депутачӗсем (16 сасăламан депутатсăр пуçне) пурте çӗнӗ пенси реформишӗн сасăланă. Пӗри хирӗç пулнă. 
Депутатсем пенси çинчен шутламасан та пултараççӗ, вӗсен шалăвӗ çителӗклӗ, чӗри ыратмасть-тӗр. Анчах кун пек влаçа мӗнле ӗненмелле? Мӗншӗн итлесшӗн мар вӗсем халăх сассине? Еплерех идеалсем хавхалантарӗç пире малашне? Укçа кăна-ши? Ырлăхсене пӗр пек валеçменни вăл капитализмпа пӗрлех çуралнă тесе ахальтен каламан пуль çав Черчиль.

Çак закона йышăнас умӗн пулса иртнӗ регионсенчи суйлавсем те халăх кăмăлне аван кăтартса пачӗç. «Пӗрлехи Раççей» 4 регионта çӗнтереймен. Хушма суйлавра пӗр çӗрте КПРФ, тепринче ЛДПР кандидачӗ мала тухнă. Ку протестла сасăлав пулчӗ. Çынсем вăранчӗç. Халăха итлемелле. Вӗсем оппозицири партисем мала тухчӗр тесе мар, «Пӗрлехи Раççее» хирӗç сасă пани куçкӗрет. Малашнехи суйлавсенче мӗнле пуласси пирки палăртма йывăр. Анчах та ку закона йышăнакансене малашне суйлавсенчен иртме хӗн пулать пулӗ. 
Пуянсемпе чухăнсем хушшинчи уйрăмлăх питӗ пысăк. Кун пек чухне обществора пӗр шухăшлăх йӗркелеме йывăр. Тӗрӗс калать çав паллă кинорежиссер Н.Михалков: «Раççейӗн проблеми вăл чухăнсене тăрантарайманнинче мар, пуянсем ниепле те тăранайманнинче». (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество