Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

П.В.Дементьев ячӗллӗ музейре аслă ӳсӗмрисен хушшинче шашка турнирӗ иртнӗ

Нарăсăн 26-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалласа аслă ӳсӗмрисен хушшинче шашкăлла вылякансен туслăх турнирӗ иртрӗ. Ăмăртăва аслă çултисене сывă пурнăç йӗркине явăçтарас, канăва усăллă ирттерес тӗллевпе ирттереççӗ. Хальхинче Упи тата Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗсенче пурăнакан шашкăлла выляма юратакансем тӗл пулчӗç.

Хуçасем хăнасене 1-мӗш вырăна парса ярасшăн пулмарӗç. Хӗрӳ тупăшура çӗнтерӳçӗ «титулне»  Константин Смирнов вӗçертмерӗ, 2-мӗш  вырăна Геннадий Карсаков, 3-мӗш вырăна Валерий Гаврилов  йышăнчӗç.

Вӑййа хутшӑнакансене пурне те асӑнмалӑх парне парса хавхалантарчӗç, çӗнтерӳçӗсене Хисеп хучӗпе чысларӗç. Упи ял хутлӑхӗн пуçлăхне Александр Ярухина, Ветерансен канашне тачă çыхăнура ӗçленӗшӗн тата тӗлпулӑва йӗркеленӗшӗн тав турӗç.

– Питӗ хавхаланса вылярăмăр, пӗр-пӗринпе курса калаçрăмăр, чунпа кантăмăр, вăхăта усăллă ирттертӗмӗр, – вăйăсем вӗçленсен хăйӗн шухăш-кăмăлне пӗлтерчӗ Геннадий Карсаков.

Çитес вăхăтра Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн хастарӗсем хăйсем патне тӗлпулăва пыма йыхравласа хăварчӗç. Уписем хаваспах килӗшрӗç.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт