Пӗвере мӗнле упрамалла? Мӗн çимелле, мӗн ӗçмелле?
Çу гепатозӗ — пӗверӗн инфекципе çыхăнман чирӗ
Çу гепатозӗ — пӗверӗн инфекципе çыхăнман чирӗ. Пӗвер клеткисенче çу пухăннин диагнозӗ вăл. Анчах çак чиртен, пӗверӗн ытти тӗрлӗ чирӗсенечен (стеатоз, тӗслӗхрен), те сыхланма пулăшакан ӗçме пур иккен.
Гепатологсен сăмахӗпе пӗвере упракан шӗвек лимон сӗткенӗпе панулми уксусӗнчен тăрать. Çак йӳçексенчи микроэлементсем организма пӗверти гликогена тытса тăрса юнри инсулина кирлӗ шайра пулма пулăшаççӗ.
Çавăн пекех лимон сӗткенӗпе панулми уксусӗнче антиоксидантсем те нумай, вӗсем иммунитета та çирӗплетеççӗ, организма радикалсенчен те хӳтӗлеççӗ.
Çавăн пекех лимонри йӳçек пӳрере чул пухăнасран сыхлать пире, анчах апат хуранӗн сӗткенӗнче йӳçек пысăк пулсан лимонпа асăрхануллăрах пулмалла.
***
Чӗрепе юн тымар чирӗсемпе аптракансене тухтăрсем тăварлă пулă çиме хушмаççӗ. Кун пек пулăра натрий питӗ нумай, тăвар шăпах натрипе хлортан тăрать-çке. Вăл юн пусăмне ӳстерет, организмри шӗвеке тухма памасть, çакна пула ӳт-пӳ тăртанать. Ахаль те хавшак чӗрен тата ытларах ӗçлеме тивет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА, авторӗ С.Исхаков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев