Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пысăк та туслă çемье – тӗп пуянлăх

Аксу районӗнчи Илешнинче пурăнакан Евдокия Мироновна Ильгузина (Пичуркина) нумаях пулмасть 96 çул тултарчӗ.

Тыл ӗçченне Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Алексей Тимирясов тата Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Морозов çуралнă кун ячӗпе саламланă. Алексей Сергеевич ветерана çирӗп сывлăх, телей тата ырлăх-сывлăх суннă, Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă, чечек çыххипе парне панă. Ентешне Алексей Александрович та саламласа чи ыррине суннă. 

Ветеранăн пурнăç çулӗ çăмăл пулман. Евдокия Мироновнан ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, киле сывă таврăнайман, фронтра пуç хунă. Хӗрача колхозра ӗçленӗ, килти хуçалăха тытса пыма пулăшнă. Каярах Поликарп Пичуркинпа çемье çавăрнă, вӗсем пӗрле çичӗ ача – 4 хӗр тата 3 ывăл çитӗнтернӗ.

Мăшăрӗ вилнӗ хыççăн Евдокия Мироновна сакăр çул тăван килӗнче пӗчченех пурăннă. Каярах Галина хӗрӗ амăшне Хусана пурăнма илсе кайнă. Тутарстанăн тӗп хулинче Евдокия Мироновна 23 çул пурăннă. 2023 çулта кӗçӗн хӗрӗ  Димитровградран тăван ялне куçса килсен, амăшӗ те тăван ялне  таврăннă.

Евдокия Мироновнăн вунă мăнук, вунçичӗ кӗçӗн мăнук тата тăватă  кӗçӗн мăнукӗсен ачисем. Канмалли кунсенче вӗсем пурте пӗрле пухăнсассăн питӗ савăнать вăл. Пысăк та туслă çемье вăрăм ӗмӗрлӗ хӗрарăм шучӗпе чăн-чăн мăнаçлăх, пурнăç пӗлтерӗшӗ.

Зинаида Леонтьева.

Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн архивӗнчи сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев