Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗр кунтан Тутарстанра телеантеннӑсем ӗҫлеме чарӑнӗҫ

Ыйтусем пулсан, талӑкӗпех ӗҫлекен 8-800-220-20-02 телефонпа шӑнкӑравлама пултаратӑр

 Октябрӗн 14-мӗшӗнче Тутарстан Республикинче аналог телевиденине сӳнтереҫҫӗ, ҫавӑнпа ахаль антеннӑсем телесигнала йышӑнма чарӑнаҫҫӗ. Ҫапах цифрӑллӑ телевидени сине паянах куҫма пулать.  Куҫмалла та. Мӗншӗн тесен ӳкерчӗк пахалӑхӗ "цифрӑн" ахаль антеннӑллӑ сигналӑннинчен самай лайӑхрах, каналсем те нумайрах. 

Аса илтеретпӗр, енчен те сирӗн телевизорӑрта ҫӳлти кӗтесри федераллӑ канал палли ҫумӗнче "А" саспалли тӑрать пулсан, эсир аналоглӑ телевидени пӑхатӑр. Сирӗн телевизорӑра цифра сигналне йышӑнма хатӗрлемелле.

2012 ҫул хыҫҫӑн кӑлӑрнӑ телевизорсемшӗн антенна кӑна кирлӗ пулать. Кивӗрех модельсемшӗн цифра приставки кирлӗ. Ӑна кирек хӑш почта уйрӑмӗнче те туянма пулать. 

Кабельлӗ ТВ абоненчӗсем цифра телевиденийӗ сине куҫса 20 тӳлевсӗр канал илме пултараҫҫӗ, е веҫех малтан пулнӑ пек, нимӗн те улӑштармасӑр хӑварма. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание