Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин: «Анăç пире вăрçăштарса ярса пайласшăн пулчӗ, анчах кăлăхах»
Паян, февралӗн 29-мӗшӗнче, Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвӗ умне Посланипе тухрӗ. Ун трансляцине тӳрӗ эфирта пăхма кашнин май пулчӗ. Ют çӗршывсенче те куç илмесӗр Раççей ертӳçи мӗн каласса тимлӗн сăнаса итлесе ларнă.
Паян, февралӗн 29-мӗшӗнче, Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвӗ умне Посланипе тухрӗ. Ун трансляцине тӳрӗ эфирта пăхма кашнин май пулчӗ. Ют çӗршывсенче те куç илмесӗр Раççей ертӳçи мӗн каласса тимлӗн сăнаса итлесе ларнă.
Владимир Путин Раççей халăхӗ чи кăткăс та йывăр задачăсене пурнăçлама пултарнине кăтартса пани çинчен çирӗппӗн каларӗ. Çӗршыв умӗнчи чи пысăк задачăсене пӗрле çеç татса пама пулать тесе палăртрӗ.
Кунта çакна палăртса хăвармалла, Владимир Путин ку хутӗнчи Посланире тӗп тимлӗхе çӗршыв ăшӗнчи ыйтусемпе ӗçсене тимлӗхе илчӗ, ытти чухнехи пек тулашри хутшăнусене мар.
Раççей Президенчӗ Посланире питӗ кирлӗ ыйтусене тимлӗхе илсе, мала кăларса вӗсене профильлӗ ведомствăсемпе яваплă ӗç тăвакан власть органӗсем татса памаллине палăртрӗ.
Чи кирли çинчен кӗскен:
• Раççей обществинче хӗрхенӳ, пӗр-пӗрне тӗрев парасси, пӗр шухăшлăх текен хаклăхсем ытларах палăраççӗ.
• Раççей çыннисенчен ытларах пайӗ ятарлă çар операцине ăнланса йышăнчӗ.
• Эпир халăхсен хушшинчи терроризм агрессине чарса çӗршыв пӗрлӗхне упраса хăварайрăмăр.
• Раççей бизнесӗ миллиардшар тенкӗ волонтерсене, ыркăмăллăх фончӗсене, салтаксене пулăшма ячӗ.
• Хамăрăн хушăри ӗçсене никама та кӗме памăпăр.
• Эпир хамăрăн йăмăк-шăллăмăрсен кăмăлне йышăнса вӗсене Раççей йышне илтӗмӗр. Ку çулта Крым çуркуннине 10 çул пулать. Анăç Раççейпе те Украинăпа хăтланнă евӗр тăвасшăнччӗ, пире вăрçăштарса ярса вăйсăрлатасшăн пулчӗ, анчах кăлăхах.
• Раççей ӗмӗр-ӗмӗр çапăçура пуç хунă Паттăрсене асра упрӗ. Çакăн хыççăн РФ Президенчӗ шăп тăрса вӗсене асăнма ыйтрӗ.
• Раççейӗн политика системи — унăн суверенитечӗн никӗсӗ.
• Раççей çарӗсен вăйӗ темиçе хутчен те ӳсрӗ.
• Çарта проблемăсемсӗр мар, анчах вӗсене мӗнле татса памалли пирки ăнлав пур, фронтра та, тылра та ӗç тăтăш пырать.
• Раççейӗн стратегилле ядерла вăйӗ хатӗрлӗхре тăрать. Тинӗс çарӗнче никӗсленнӗ гиперсаслă «Циркон» хута кайнă, «Сарматпа» çарта усă кураççӗ. Лартнă плансене пурнăçланă.
• Верховный главнокомандующи Финляндипе Швеци НАТОна кӗнӗ хыççăн РФ Хӗç-пăшал вăйӗсене палăрмаллах çирӗплетессине пӗлтерчӗ.
• 2028 çул тӗлне БРИКС çӗршывӗсен пӗтӗмӗшле продукцийӗн шайӗ 37 процентпа танлашӗ. Ăна Украинăри лару-тăру та витӗм кӳреймӗ.
• Вырăс чӗлхине аталантарассипе халăхсен хушшинчи программăна укçа-тенкӗпе тивӗçтерессине вăйлатмалла.
• Раççей Еврази хăрушсăрлăхӗ пирки туслă калаçăва хутшăнма хатӗр. Раççей хăйпе туслă çӗрышвсемпе çӗнӗ финанс инфраструктурине йӗркелеме хатӗр.
• Суверенлă Раççейсӗр тӗнчере йӗрке пулма пултараймасть. Çапла каласа Президент «Çемье» наци проекчӗ хута каяссине пӗлтерчӗ. «Çемье ипотеки» программăна 2023 çулччен тăсма хушрӗ.
• Амăш капиталӗн программине те 2023 çулччен тăсма хушрӗ. Çавăн пекех РФ пуçлăхӗ иккӗмӗш ачашăн налог кăларăвне икӗ хӳт ӳстерме ыйтрӗ çав шутра виççӗмӗшпе ытти ачасемшӗн те ӳстерме каларӗ.
• Нумай çӗршывра мораль йӗркисене аркатса халăхсене пӗтме параççӗ, Раçççей пурнăçа суйлать.
• Раççей йăлари хаклăхсен тӗревӗ пулнă та пулать те, пирӗн йышăнупа тӗнчери нумай çын килӗшет.
• Нумай ачаллă çемье норма пулмалла. Ача çураласлăх Раççейри вăтам кăтартуран сахалрах регионсене пулăшу пулӗ — 75 миллиард тенкӗ.
• Чухăн пурăнакан çынсен шайӗ 2023 çулта 13,5 миллион çын чухлӗ чакрӗ, анчах ку пурпӗрех пысăк кăтарту мар. Ку стаистикăна лайăхлатмалла.
Сăнӳкерчӗк Тӳрӗ эфирта тунă скриншот.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев