Раççей Геройӗ Михаил Марцев тăван ялӗнче хăнара
Çак кунсенче пирӗн библиотекăна мухтавлă ентешӗмӗр, ятарлă çар операцийӗн паттăрӗ, хамăр ялта çуралса ӳснӗ Раççей Геройӗ Михаил Марцев пӗчӗк хӗрӗпе тата амăшӗпе пӗрле хăнана килчӗ.
Хаклă хăнана библиотекăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштартăмăр. Михаил Николаевич хӗрӗпе пӗрле ятарласа Çӗнӗ çул тӗлне хатӗрленӗ фотозонăра асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗ.

Библиотекăна çӳрекен хастар вулакансемпе пӗрле сӗтел хушшинче чей ӗçнӗ май тăван ял пурнăçӗнчи интереслӗ самантсене аса илтӗмӗр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшӗсене, паллах, хăйсен ывăлӗсемпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчӗç. Михаил Николаевич кашни ыйту çине тӗплӗн хуравларӗ, ăнлантарса пачӗ.

Хисеплӗ ентешӗмӗре Михаил Марцева тата унăн юлташне, СВОна хутшăнакансене нумай пулăшакан Владимир Нагуськина асăнмалăх «Татарский мир» ятлă кӗнеке парнелерӗмӗр. Михаил Николаевичăн хӗрне те парнесӗр хăвармарăмăр – ручка патăмăр. Вăл çийӗнчех илемлӗ ӳкерчӗк туса та хучӗ. Ашшӗ те ача чух библиотекăна килсен ӳкерме юрататчӗ.
.jpg)
Паттăр ентешӗмӗр пире ăшшăн тав турӗ, чей питӗ тутлă пулнине уйрăмах палăртрӗ. Мероприятие хутшăнакансем Михаил Николаевича пурте çирӗп сывлăх, ăнăçу, телей тата çитӗнӳсем сунчӗç. Унтан пурте пӗрле ялти Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа лартнă палăк умне чечек хутăмăр.
Лидия КАРАЕВА,
библиотекарь.
Теччӗ районӗ,
Çармăс.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев