Раççей Геройӗн ятне панă
Пӗлӳ кунӗнче Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç шкулне Раççей Геройӗн Владимир Козинăн ятне пачӗç
Пӗлӳ кунӗнче Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç шкулне Раççей Геройӗн Владимир Козинăн ятне пачӗç
Ял-йыш паттăр ентешӗн ятне çапла майпа ӗмӗрлӗхе хăварчӗ. Аса илтеретпӗр, Владимир Николаевич Козина Раççей Геройӗн ятне 2023 çулхи октябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Донецкри Красногоровка ялӗ патӗнчи паттăрлăхшăн панă (вилнӗ хыççăн).
Шкул стени çине вырнаçтарнă В.Козинăн тата çак шкултан вӗренсе тухнă тепӗр паттăрăн, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Николай Токсаровăн асăну хăмисене те уçнине пӗлтерет район хаçачӗ. 2023 çулхине Пӗлӳ кунӗнче кунта Николай Козинăн асăну хăмине вырнаçтарнăччӗ. Шкулта паттăрсен стенчӗсем те пур. Ачасем малашне вӗсенчен тӗслӗх илсе патриотизм воспитанийӗ илӗç.
Церемоние Раççей Геройӗн çывăх тăванӗсем, амăшӗ Анна Михайловна тата мăшăрӗ Людмила, хӗрӗсем Ангелинăпа Дарья Козинасем те хутшăнчӗç.
Кӳлпуç шкулӗ ачасене тата кăçал палламалла мар улшăнса кӗтсе илчӗ. Тӗпрен юсав хыççăн уçăлчӗ вăл. Килен-каяна виçӗ чӗлхепе — вырăсла, тутарла тата чăвашла — сума суса кӗтет вăл халь.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче кунта пурӗ 32 ача вӗренӗ. Пӗрремӗш класа вара пурӗ те пӗр ача, Имянле Буртас ялӗнчен Саид Юсупов кăна килнӗ.
Ачасене тата вӗсене ăсатма ятарласа килнӗ ашшӗ-амăшӗсемпе аслашшӗ-асламăшӗсене Кайпăç район пуçлăхӗ Альберт Рахматуллин Пӗлӳ кунӗпе ăшшăн саламларӗ. Шкула юсама майсем туса панăшăн ТР Раисне Рустам Минниханова тав турӗ. Шкула республика программипе юсанине, çак тӗллевпе республика бюджетӗнчен — 15, район бюджетӗнчен 13 миллионшар тенкӗ уйăрнине асăнса хăварчӗ.
Шкула ТР çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗ Азат Кадыров та килнӗччӗ. Ачасемпе педколлектива вăл ТР Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен саламларӗ.
Хамăр корр.
Кайпăç район хаçачӗн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев