Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Ялавӗн кунӗпе

Паян августăн 22-мӗшӗнче эпир Раççей Федерацийӗн Ялавӗн кунне анлăн паллă тăватпăр.

Паян августăн 22-мӗшӗнче эпир Раççей Федерацийӗн Ялавӗн кунне анлăн паллă тăватпăр.   Пӗрремӗш хут çак уява 1994 çулхи августăн 22-мӗшӗнче ирттернӗ. Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Раççей Ялавӗн кунӗпе саламласа Раççей триколорӗ çӗршыв символӗ кăна мар, Раççей халăхне пӗрлештерекен, çӗнтерме хавхалантиаракан паллă пулнине палăртнă.

Атăлçи федераллă округра паян чи пысăк ялав Хусанти Кремль стенисен умне сарса хунă 50х30 метр сарлакăш триколор. Вăл таçтан инçетрен курăнса куçа илӗртет. Ăна çак тӗле вырнаçтарнă çӗре аслă шкулсенчи студентсем, предприятисен ӗçченӗсем хутшăннă. «Единая Россия» политканашӗн пайташӗ, партин Хусанти уйрăмӗн ӗç тăвакан секретарӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ольга Воронова: «Ялав халăха пӗрлештеркен символ», – тесе шутлать. «Пирӗн пӗрле пулмалла, хальхи кăткăс лару-тăрура умра тăракан ыйтусене пӗрле татса памалла», – терӗ вăл, пурне те уявпа саламларӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество