Раççей ют çӗршывсене 2,7 хут нумайрах кукуруза сутать халӗ
«Агроэкспорт» федераллă центр даннăйӗсем тăрăх, 2026 çулсенче январь-июнь уйăхӗсенче Раççей ют çӗршывсене 2,6 миллион тонна кукуруза сутнă, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2,7 хут нумайрах ку. Хакӗ те самай ӳснӗ çак вăхăтра, тупăш пӗтӗмпе 580 миллион тенкӗ.
Раççей ислам çӗршывӗсемпе çыхăнăва малалла аталантарать. Чи пысăк 5 импортер-çӗршыв шутӗнче Иран, Турци, Казахстан, Китай, Корея Республики. Вӗсемсӗр пуçне пирӗн кукурузăна Афганистан, Ирак, Туркменистан, ислам тӗнчин ытти çӗршывӗсем те туянаççӗ. Экспертсем пӗлтернӗ тăрăх, хăш-пӗр çӗршывсем халех 2025 çулăн çулталăкри кăтартăвӗнчен те ирттерме ӗлкӗрнӗ.
2023 çултан пӗрремӗш хут Албани, 2022 çул хыççăн каллех Таджикистан çӗршывӗсене те кукуруза ăсатма тытăннă. Суту-илӗве аталантармалли чи лайăх мел вăл – ятарласа хатӗрленӗ диалог площадкисем. Вӗсенчен пӗри – Хусанта иртекен «Раççей – Исламский мир: Казаньфорум»экономика форумӗ. Аса илтеретпӗр, кăçалхи шучӗпе 17-мӗшӗ пулчӗ. Ислам тӗнчине экспорт ӳсни шăпах çак форумри политика диалогӗн çимӗçӗ. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев