Раççей-Китай çулçӳревре пултăр-и?
Октябрӗн 9-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотеки Шупашкар хулипе хăнисене интереслӗ «çулçӳреве» илсе кайнă. Раççейпе Китай Халăх Республикин дипломати хутшăнăвӗсем йӗркеленнӗренпе 75 çул çитнине халалласа кунта пысăк мероприяти иртнине пӗлтерет библиотекăн сайчӗ.
Мероприятие «Раççейпе Китай туслăхӗн обществи» регионсем хушшинчи обществăлла организацин регионти уйрăмӗпе И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ тата Наци библиотеки йӗркеленӗ. Мероприятие Чăваш Республикин власть органӗсен, Китай Халăх Республикин генеральнăй консульствин (Хусан), Раççей Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин Чăваш Енри уйрăмӗн представителӗсем, Раççей наука академийӗн востоковедени институчӗн ученăй-востоковечӗсем, вӗренӳ заведенийӗсемпе культура учрежденисен специалисчӗсем тата ыттисем хутшăннă.
Мешехен прологӗ чăнах та хăйне евӗрлӗ пулни куçкӗрет. Библиотекăн специалисчӗсем хатӗрленӗ «Раççей-Китай» 20/24№ пысăк хăвăртлăхлă поездăн импровизациленӗ вагонӗ пухăннисене çулçӳреве илсе кайнă. Раççейпе Китай хутшăнăвӗсен историне халалланă тематикăллă ултă куперен тăнă вăл. Кашни пӗр-пӗр истори çинчен каласа парать. Çапла майпа «çулçӳревçӗсем» Раççейӗн пӗрремӗш китаевечӗн Никита Бичуринăн пурнăçӗпе наукăри паттăрлăхне аса илнӗ. Икӗ халăхăн 1618 çулта пулнă пӗрремӗш тӗлпулăвӗ, суту-илӳ хутшăнăвӗсене пуçарнă Нерчинскпа Кяхтин килӗшӗвӗ, çӗршывсен хутшăнăвӗпе çыхăннă ытти историсем çинчен пӗлнӗ. XVII ӗмӗртен икӗ халăхăн культурине аталантарнă искусствăн паллă çыннисемпе, çӗршывсен экономикăпа наука çыхăнăвӗсен аталанăвӗн çул-йӗрӗпе те паллашнă.
Чи интересли те креативли – улттăмӗш купе. Вăл – Китай çӗршывне çитсе килмелли чăн-чăн портал. Виртуаллă майпа (çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаçтарнă веб-камерисем пулăшнипе) Китай çӗршывӗ тăрăх экскурсие кайма, Тяньцзинь хулинче уçăлнă тӗнчери чи футуризмлă «Око Биньхая» библиотекăна çитсе килме май парать. Кун валли QR-код çине пусса ятарлă информаци ресурсӗсене кăна кӗмелле иккен. Шел, экспозици Хусанта мар, унсăрăн хусансем эпир те «çулçӳреврен» юлман пулăттăмăр.
Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчӗк nbchr.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев