Раççей Конституцийӗн кунӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Конституцийӗн кунӗ

Раштавӑн 12-мӗшӗнче çулсерен Раççей Конституцийӗн кунне паллӑ тӑваççӗ.

ТР Раисĕ Рустам Минниханов тутарстансене Раççей Конституцийӗн кунĕпе саламласа хăйĕн телеграмм-каналĕнче тата «ВКонтактере»  кĕске видео кăларнă.

Конституци – пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ, çĕршывăн право тытăмĕн никĕсĕ.  Ăна 1993 çулта йышӑннӑ. Вăл Раççей патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хӳтĕлет.

РТ Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.


конституция рф Раис РТ

Нет комментариев