Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей парламентаризмӗн кунӗ

Тутарстан Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов республикăра пурăнакансене Раççей парламентаризмӗ 120 çул тултарнă ятпа саламланă.

1906 çулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче (çӗнӗ стильпе майăн 10-мӗшӗ) Патшалăх Думи йӗркеленсе ӗçлеме пуçланă. Çакă Раççейшӗн халăх влаçӗн йăли-йӗрки мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлтерекен символ пулса тăнă. Политик каланă тăрăх, пирӗн халăх яланах тӗрӗслӗх, демократи тата Тăван çӗршывшăн тăрăшнă.

Марат Ахметов Раççейӗн хальхи парламент системи çирӗп йăла-йӗрке çине таяннине, унăн тухăçлăхӗнчен çӗршывăн пуласлăхӗ килнине палăртнă. Ун сăмахӗсемпе Тутарстанăн закон системи Раççейре чи вăйлисенчен тата авторитетлисенчен пӗри шутланать. Çак статуса республикăри экономикăпа обществăна аталантарма пулăшакан ӗçсемпе нормативлă база  çирӗплетет. Çак законсем çынсене пулăшма, тӗрлӗ халăх хушшинче тăнăçлăха сыхласа хăварма тата кунта пурăнакан 175 халăхăн культурине упрама тӗллев лартнă.  

Тутарстан парламентарийӗсем федераци шайӗнчи  ӗçе хастар хутшăнни пӗтӗм çӗршывăн закон системине çирӗплететме пулăшать. Муниципалитет органӗсен депутачӗсем те пӗтӗм çӗршыври тата вырăнти ыйтусене татса парас ӗçре пысăк вырăн йышăнаççӗ.

Тутарстанăн хальхи çитӗнӗвӗсен  право никӗсне хывнă ветерансене те уйрăммăн тав тунă вăл.

«Пурне те сывлăх, ырлăх тата Тутарстанпа Пӗтӗм Раççей аталанассинче  малалла та çӗнӗ çитӗнӳсем тума  сунатăп! Уяв ячӗпе! Бәйрәм белән!» – вӗçленӗ хăйӗн сăмахне Марат Готович.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев