Раççей Президенчӗ «Россия» куравăн еткерлӗхне упраса хăварас тӗллевпе наци центрӗ туса хума хушнă
Мускаври ВДНХра «Россия» курав-форум 8 уйăх ӗçлет ӗнтӗ. Çак хушăра унта 17 миллион ытла çын пырса курнă. 2023 çулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче уçăлнăскер вăл кăçалхи апрелӗн 12-мӗшӗччен ӗçлемеллеччӗ. Анчах та пырса курас текенсен йышӗ пӗр кун та чакманран Владимир Путин йӗркелӳçӗсене курав ӗçне тăсма ыйтнăччӗ.
Сăмах май, ВДНХра ӗçлекен курава Мускавра иртнӗ Пӗтӗм чăваш Акатуйне кайсан эпир те, Тутарстан чăвашӗсен делегацийӗ, кӗрсе куртăмăр. 75-мӗш павильонра икӗ залра çӗршывăн тӗрлӗ регионӗсем хăйсен тӗрлӗ сферăри çитӗнӗвӗсемпе, пултарулăхӗпе паллаштараççӗ, пырса курма йыхравлаççӗ. Питӗ чаплă, кунта кашни кун çӳресен те курмалли нумай, чăнах та. Куравпа паллашсан хамăр мӗнле вăйлă, пуян, тарават çӗршывра пурăннине курса мăнаçланатăн.
Шел кăна мар, питӗ шел – «Россия» курав июлӗн 8-мӗшӗнче хăйӗн ӗçне вӗçлет, июлӗн 6-мӗшӗнче вара ăна чаплăн хупас церемони иртет. Халăх унпа интересленнине шута илсе-тӗр, Раççей Президенчӗ çак куравăн еткерлӗхне упраса хăварас тӗллевпе ӗнер Мускаври Экспоцентрта «Россия» наци центрне туса хума хушу панă. Ăна право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ.
Наци центрӗ Краснопресненская набережная урамӗнчи курав центрӗнче вырнаçӗ.
Сăнӳкерчӗксем авторăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев