Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфирта журналистсемпе граждансен ыйтăвӗсене хуравларӗ

Пӗрремӗш ыйту Владимир Путин Президента черетлӗ хут суйланма пӗлтерни, çӗршывра тата ун тулашӗнче мӗнле задачăсем тӗп вырăнта пулни пирки пулчӗ. Владимир Владимирович шучӗпе, чи кирли Раççейӗн суверенитечӗ, унсăрăн çӗршыв пулма пултараймасть.

Декабрӗн 14-мӗшӗнче Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе тӳрӗ эфирта анлă пресс-конференци ирттерчӗ. Мускаври Хăна çуртӗнче федераллă тата регионри массăлла хыпар хатӗрӗсен представителӗсем пуçтарăнчӗç. 

Икӗ эрне маларах пӗтӗм çӗршывран тӗрлӗ ыйтусем килме пуçланă, пӗтӗмпе икӗ миллион ытла пухăннă. Раççей çыннисем пытармасăр, тӳррӗн хăйсене хумхантаракан ыйтусене ярса панă. Паллах, пурне те хуравлама пӗр пресс-конференцире май çук. Çапах ыйтусене темăсене пайласа пуçтарсан кашни граждан хăйне хумхантараканни çине хурав илмеллех. 

Чи йышлă ыйтусен шутӗнче — ятарлă çар операцийӗпе, тӗрлӗ тӳлевсемпе пособисемпе, экономика лару-тăрăвӗпе, çурт-йӗрпе тата коммуналлă хуçалăхпа, социаллă сферăпа, вӗрентӳпе, спортпа, медицинăпа çыхăннисем. 

Пӗрремӗш ыйту Владимир Путин Президента черетлӗ хут суйланма пӗлтерни, çӗршывра тата ун тулашӗнче мӗнле задачăсем тӗп вырăнта пулни пирки пулчӗ. Владимир Владимирович шучӗпе, чи кирли Раççейӗн суверенитечӗ, унсăрăн çӗршыв пулма пултараймасть. Çавăнпа суверенитета пур енлӗн çирӗплетесси — чи кирли.

Малалла РФ Президенчӗ çӗршыв экономикин лару-тăрăвӗпе, ятарлă çар операцийӗпе, ытти темăпа çыхăннă ыйтусене хуравласа Раççейӗн финанспа экономика системи санкцисене пăхмасăрах арканманни, инфляци ӳсни палăрсан та тытăнса тăма майсем пурри, çарпа хăрушсăрлăх органӗсен вăйӗ ӳссе пыни, промышленность производстви çирӗпленсе пыни, мобилизацин тепӗр тапхăрӗ паяна кирлӗ марри, граждансен тата ытти ыйтăвӗсене татăклăн хуравларӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗксем тӳрӗ эфир вăхăтӗнче тунă стоп-кадрсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика