Раççей вăл – эпир!
«Казань Экспо» курав центрӗнче Республикăри «Пирӗн кил – Тутарстан» этнокультура фестивалӗ иртрӗ. Йăла тăрăх, яланхилле çак концерта Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халаллаççӗ.
Уяв концертне «Голос» шоуна хутшăннă Элина Нигматуллина вырăсла юрланипе пуçларӗ. Ун сăмахӗсемпе, Тутарстанра пурте пӗр-пӗринпе туслă, тӗрлӗрен чӗлхесемпе калаçаççӗ пулсан та. Тӗрлӗ халăх çыннисенчен тăракан хор «За тебя, Родина-мать» юрра харăссăн шăрантарать. Çак фестивале Ильхам Шакиров ячӗллӗ концерт залӗнче ирттерсе уява йӗркелекенсем йăнăшман, анлă сцена пӗр харăс 150-200 çынна ним мар шăнăçтараять. Пилӗк пысăк экранпа кăтартакан видеорет те куракансене питӗ килӗшни сисӗнчӗ.
Сăмах май, вӗсем республикăри тӗрлӗ районсенчен килсе çитнӗ: аксусем, çарăмсансем, элметсем, пăлхарсем, нурлатсем, чистайсем, кайпăçсем... «Наш дом – Татарстан» фестивалӗн суйлав турӗсенчен иртсе гала-концерта хутшăнакансем 900 ытла çын. Ку 70 ытла коллектив.
Тутарстан ертӳçисен ятӗнчен уява пухăннисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов саламларӗ. «Патриотизмпа чăмăртану пирӗн çӗршыва инкексенчен сыхласа хăварма пулăшӗç. Тӗрлӗрен пулар та, пӗрле пулар. Пирӗн «Наш дом – Татарстан» фестиваль республикăра илсе пырăнакан наци политикин тӗкӗрӗ», – терӗ парламент спикерӗн çумӗ. Вăл Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ахальтен мар 2023 çула Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ тесе палăртнине аса илчӗ.
Патшалăх наградисене илекенсен хушшинче кӗрешӗнсен «Бермянчек» ансамблӗн илемлӗх ертӳçи Эльвира Кашапова пулчӗ. Ăна «Тутарстан Республикин искусствисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята парча чысларӗç. Кайпăç районӗнчи Кӳльпуçӗнчи «Палан» фольклор ансамблӗ сцена костюмӗсем çӗлемелли Сертификата илме тивӗçрӗ.
Халăхсем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӗве çирӗплетес ӗçе пысăк çитӗнӳсем тунăшăн Тутарстанри Халăхсен Ассамблеин коллективне ТР Президенчӗн Тав çырăвне пачӗç.
Ислам сотрудничествин организацийӗнче Раççей Федерацийӗн ятарлă представителӗ Рамазан Абдулатипов сăмахӗсемпе, Тутарстанăн халăхӗсен пӗрлӗхӗн никӗсӗнче культура, йăласем, тӗрлӗ халăхсен фольклорӗ пулни чи пӗлтерӗшли.
«Тутарстан халăхӗсем чунӗсемпе пӗрлешнӗ», – терӗ политик. Унпа килӗшмесӗр пулмасть.
«Пӗр-пӗринпе çывăхланнă май, чи малтарн Çӗршыв, Президент тавра чăмăртанмалли пирки манмалла мар, уйрăмах хальхи йывăр вăхăтра. Раççее хирӗç пысăк вăйсем çӗкленнӗ. Вӗсене хирӗç тивӗçлӗ тăрас тесен, пирӗн çӳллӗрех, культурăллăрах, тивӗçлӗрех пулмалла», – терӗ Рамазан Абдуллатипов пухăннисене.
Культурăпа йăласене Атăл тăрăхӗнчи, Кавказри, Вăтам Азири вун пилӗк ытла халăх представителӗсем кăтартрӗç.
Раççей киновӗпе эстрада çăлтăрӗ Дмитрий Певцов фесттивалӗн ятарлă хăни пулчӗ. Вăл Александр Пушкинăн «Клеветникам России» сăввине вуласа пачӗ. Унтан «Вспомним всех поименно» юрра шăрантарчӗ. Çак юррăн пӗрремӗш сăмахӗсем янăрасан залри халăх харăс ура çине тăчӗ.
«Пирӗн кил – Тутарстан» фестивалӗн гала-концерчӗн вӗçӗнче унăн мӗн пур хутшăнаканӗсем Раççей тата Тутарстан ялавӗсемпе сцена çине тата залти ретсем хушшине тухрӗç. Финал юрри «Россия – это мы» пулчӗ.
«Татар-информ» фотокорреспонденчӗн Владимир Васильевăн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев