Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РФ Президенчӗн суйлав кунӗнче хусансем Раççей халӑхӗсен апат-çимӗçне суйлав участокӗнче тутанса пӑхма пулать

Мероприяти мартăн 16-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре Академик Королев урамĕнчи 47-мĕш çуртра вырнаçнă «Московский» Культура центрĕнче пуçланать. Ăна Культура центрĕпе пĕрле Тутарстанри Халăхсен ассамблейи йĕркелет.

Раççейри 12 наци халăхĕ (азербайджансем, армянсем, башкирсем, бурятсем, марисем, вырăссем, таджиксем, тутарсем, удмуртсем, чеченсем, чăвашсем тата якутсем) унта хăйĕн апат-çимĕçне кăтартать.

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров хутшăнма кăмăл тунă.

Халӑхсен кашни представителӗ хӑй апачӗпе тата наци тумĕпе паллаштарӗ. Суйлава килекенсем Раҫҫей халӑхӗсен культурипе паллашма, наци апат-ҫимӗҫне тӳлевсӗр тутанса пӑхма, халӑх юрри-кӗввине итлеме тата сӑнӳкерчӗксем тума пултарӗҫ. Çавăн пекех паллă купӑсҫăн Ринат Мухутдиновăн пултарулăхĕпе те паллашма май пулĕ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-инфо» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024