Раççейӗн тӗп Хӗл Мучийӗ кăçал Хусана килмест
Раççейӗн тӗп Хӗл Мучийӗ кăçал Тутарстана та, Чăваш Енпе Ульяновск хулине те килмест. Мӗншӗн тесен унăн пуйăсӗн «маршрутне» кӗмен эпир.
РЖД сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, Хӗл уявӗн тӗп персонажӗ кăçал урăх çул суйланипе çыхăннă иккен ку. Великий Устюгран ноябрь уйăхӗнче çула тухса каялла январь уйăхӗн çурринче кăна таврăнать вăл. Çак вăхăтра пӗтӗмпе Раççейӗн 65 хулине, çав шутра Кирова та, çитсе ачасене савăнтарать. Ку пуйăс Хӗл Мучин çулçӳрев резиденцийӗ шутланать. Вăл приемнăйӗнчен, вăйăсемпе квестсем ирттермелли, лавкка, ресторан вакунӗсенчен тăрать. Раççей тӗп Хӗл Мучийӗ республика хулисене килменни Çӗнӗ çул уявӗ пулмасть тенине пӗлтертмест, ачасене кăçал та нумай интересли кӗтет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев