Раççейпе Китай пӗрле ӗçлеме хатӗр
Май уйăхӗн 23-мӗшӗнче Китайри Шанхай хулинче иртекен Раççейпе Китай бизнес-форумне пирӗн çӗршывран пысăк делегаци: Федерацин темиçе Вице-премьерӗ, министерствăсемпе ведомствăсен, пысăк компанисемпе регионсен ертӳçисем, çав шутра Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнчӗ. Делегацие РФ Правительство Председателӗ Михаил Мишустин ертсе пычӗ.
Бизнес-форумăн программи анлă, енсем ял хуçалăх секторӗнчен пуçласа логистика, транспорт, инфраструктура таранах сӳтсе яваççӗ. Раççей делегацийӗ 80 яхăн проект (165 миллиард долларлăх) хатӗрлени паллă. Михаил Мишустин тӗлпулура Раççейпе Китай çыхăнăвӗсене анлăлатни икӗ çӗршывăн экономикине те аталанма май парассине каланă. Китай делегацине килес çул Хусанта иртекен Малашлăх вăййисене хутшăнма йыхравланă. Асăннă Вăйă пӗр площадкăра киберспортпа классика спортне пӗрлештерӗ. Çак пысăк мероприятие РФ Правительство Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко видеоролик кăтартса хăтланă.
«Çыхăнусене анлăлатмалла пирӗн. Шел те, пандеми вăхăтӗнче май пулмарӗ. Китайри партнерсем пӗрле ӗçлес шутлă, хатӗр», – тенӗ кулуарсенче ТР Раисӗ Рустам Минниханов кун йышши бизнес-форумсен кирлӗлӗхне палăртса. Аньхой провинцийӗнчи автомобильсем, запас пайсем кăларакан JAC Motors заводра та ӗçпе пулнă вăл.
2022 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстанпа Китай хушшинчи тавар çаврăнăшӗ 58 процента ӳссе 1,6 миллиард доллартан иртнӗ. Пекинра Тутарстанăн суту-илӳпе экономика представительстви, Хусанта Китайăн Генеральнăй консульстви ӗçлет.
Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев