Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре автомобильпе çулçӳревсене тухасси йышланса пырать

Ку ӗнтӗ М-12 пек пысăк хăвăртлăхлă автотрассăсем пуррипе те çыхăннă. 2013 çулта автотуризм маршручӗпе Раççейӗпе те 87 пин запрос пулнă пулсан 12 çул хушшинче кăтарту 6-7 хут ӳснӗ.

Андрей Горностаев автотуризм хальлӗхе санаторипе курортсенни пек  цифрăсемпе мухтанма пултараймасть тесе палăртрӗ. Анчах унăн потенциалӗ пысăк. Раççейре регистрациленнӗ автомобильсен шучӗ 47,5 миллион. Çӗршывра пурăнакансен 42 проценчӗн машина пур. Çак шутран 5 проценчӗн иккӗ е ытларах та. Спикер сăмахӗпе, юлашки çулсенче автомобильпе çулçӳреве тухасси самай йышланнă. Ку ӗнтӗ М-12 пек пысăк хăвăртлăхлă автотрассăсем пуррипе те çыхăннă. 2013 çулта автотуризм маршручӗпе Раççейӗпе те 87 пин запрос пулнă пулсан 12 çул хушшинче кăтарту 6-7 хут ӳснӗ.

– Автодомсем йышланса пыраççӗ. Вӗсем Раççейре 30 пин ытла.Хамăр çӗршывпа паллашма ку питӗ лайăх мел, терӗ Андрей Горностаев.

 Автотуристсем йышланни çул хӗрринчи инфраструктурăна аталанма пулăшать. Кемпингсемпе глемпингсен шучӗ ку вăхăтра 452. Юлашки 2 çулта кăна автотуристсен сообществисем 30-40 процента ӳснӗ, шута илнисем пурӗ 77. Конкурсра автотуризмпа уйрăм ен йӗркелени вара отрасле тата та вăйлăрах аталанма пулăшӗ. Автоçулçӳревçӗсене лайăх тата хăрушсăрлăхлă стоянкăсем, çăвăнма, апатланма условисем кирлӗ. Субсиди шăпах çак задачăсене пурнăçлама пулăшӗ те.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.                

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм