Раççейре çӗр лаптăкӗсемпе, куçман пурлăхпа çыхăннă çӗнӗ законсем вăя кӗчӗç
Мартăн 4-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифинга законсене ТР çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗ Азат Кадыровпа РФ Патшалăх регистрацийӗн, кадастрпа картографи службин Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Лилия Бурганова уçăмлатрӗç.
Çӗнӗ законсене, тӗпрен илсен, çӗр лаптăкӗсемпе тухăçлă усă курассине ӳстерме йышăннă. Пирӗн республикăра ял хуçалăх çӗрӗсем пӗтӗмпе 4 миллион та 622,6 пин гектар. Пӗрре пăхсан, акăнмасăр юлман пӗр лаптăк та çук пек, апла мар иккен. Азат Кадыров Россельхознадзор кăçал çулталăк пуçланнăранпа усă курман тӗрлӗ харпăрлăхри 52,2 пин гектар çӗре шута илнине пӗлтерчӗ. Ытларах вӗсем Мамадыш, Элмет, Пӗтреç, Ешӗлвар, Лайăш, Çӳлту районӗсенче иккен. Пурӗ 3 пин ытла юхăннă участок. Экологие вараланисӗр, çумкурăк пусса çӗр пулăхлăхне пăснисӗр пуçне, пурăнмалли вырăнсене малалла аталантарма та чараççӗ вӗсем. Çавăнпа ТР Раисӗн хушăвӗпе пысăк хуласен çывăхӗнчи кун пек участоксен докуменчӗсене йӗркене кӗртсе пурăнмалли çурт-йӗр лартма усă курма парасшăн. Лайăш районӗнче ку ӗçе вӗçленине асăнчӗ министр.
307№ федераллă законăн март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗнӗ çӗнӗлӗхӗсем чăн малтан хуçисем пилӗкшер, вуншар çул килсе çӳременнипе харпăрлăхри юхăннă çӗр лаптăкӗсене (çум пуснă, çӳп-çаппа тулнă, çурчӗсем ишӗлнӗ) пырса тивет. Çӗр лаптăкне тирпее кӗртме хуçисене виçӗ çул вăхăт параççӗ. Хăй тасатать-и ăна, çӗрне арендăна е тӳлевсӗрех усă курма ытти çынна парать-и – пӗлтерӗшлех мар. Енчен те закона пăхăнмасан, кун пек çӗрсем муниципалитет харпăрлăхне куçаççӗ. Паллах, хăвăрт пулакан япала мар ку, процедура 5 – 7 çулах тăсăлать.
Азат Кадыров çӗнӗ законпа, малашне çурт-йӗр лартма илнӗ çӗр лаптăкӗпе 3 çултан ытла усă курмасан (укçа-тенкӗ йывăрлăхне е çанталăк условийӗсене пула строительствăна пуçăнайманнисене пырса тивмест); çӗр участокне тӗллевлӗн усă курмасăр (калăпăр, пурăнмалли çурт-йӗр вырăнне автомойка, хăна çурчӗ тата ытти объектсем лартса) закона пăссан; ял хуçалăх культури ӳстерме илнӗ çӗре çулталăк ытла акмасан кун пек участоксене туртса илме патшалăхăн ирӗк пуррине каларӗ.
487№ федераллă закон «лартрăн – регистрациле» тӗллевпе ӗçлет. Урăхла каласан, лартнă объектăн докуменчӗсене хатӗрлесе çитермесӗр унпа усă курма юрамасть. Ку вăл харпăр çурт хуçисене те, пысăк застройщиксене те пырса тивет. Сăмах май, пая кӗрсе çурт лартакан уйрăм çынсен (дольщики) малашне хваттере Патшалăх реестрне тăратас тесе чупса çӳремелле мар, ку ӗçе вӗсен ятӗнчен застройщик хăй пурнăçлать.
Тепӗр çӗнӗлӗхе çӗр лаптăкӗн çӗнӗ хуçине хӳтӗлеме йышăннă. Унччен куçман пурлăха сутма-туянма харпăрлăх прави пурри те çителӗклӗ пулнă-тăк, март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен ЕГРНра межевани туса çӗр лаптăкӗн чиккисене палăртни кирлӗ. Унсăрăн куçман пурлăхăн суту-илӳ сделкине чараççӗ. Çаплах Патшалăх регистраторӗ çӗр чиккисене палăртман лаптăкра строительстви вӗçленмен объекта харпăрлăха куçарма, кадастр учетне тăратма ирӗк памасть. Ку çӗнӗлӗх хуть мӗнле тӗллевпе илекен çӗр лаптăкне те пырса тивет. ЕГРНра çӗр лаптăкӗн чикки пирки сведенисем пуррипе çуккине çӗр лаптăкӗн адресӗпе е кадастр номерӗпе кӗрсе пӗлме пулать.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев