Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççейри çулталăк йывăççи – 2023» конкурсра 372 çулти чăваш юманӗ çӗнтернӗ

Майăн 1-мӗшӗнчен пуçласа паянччен иртнӗ «Раççейри çулталăк йывăççи – 2023» наци конкурсӗ вӗçленнӗ. Унта 21577 сасă пухса чи ватă чăваш юманӗ çӗнтернӗ.

Йывăçсене экспертиза тăвакан центр пӗлтернӗ тăрăх, Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округӗнче ларакан чи ватă чăваш юманӗ 372 çулта. 20 метр çӳллӗш, 2 метра яхăн диаметрлă вăл. Ильинка ялӗ çывăхӗнчи юман халӗ те çулсерен çулçă кăларать, йӗкелӗсем те пайтах.

Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн, çӗнтерӳçӗ-йывăç ӳсекен Ильинка участокӗнчи вăрман хуçалăхӗнче «Раççейри çулталăк йывăççи» асăну хăми вырнаçтарӗç. Паллах ӗнтӗ, Чăваш Республикине конкурсăн йӗркелӳ комитечӗ çӗнтерӳçӗн Дипломне тата йывăçа тӗпчесе сыватма май паракан сертификат парӗç. Çав сертификатпа «Здоровый лес» Йывăçсене экспертиза тăвакан центрăн специалисчӗсем кирлӗ мероприятисем ирттерӗç.

Чи ватă чăваш юманне 1966 çулта тупса палăртнă. 1981 çулта Чăваш АССР Министрсен Канашӗн Постановленийӗпе ăна республика шайӗнчи çутçанталăк палăкӗ тесе йышăннă. 2000 çулта вара Чăваш Енӗн уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорийӗсен шутне кӗртнӗ.

Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев