Хусанти уникаллă ăсталăх центрӗнче (ЦУМ) сентябрӗн 4 – 14-мӗшӗсенче «Раççейӗн ислам еткерӗ: халăхсем тата йăли-йӗрки» ӗçлет. Вăл çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан – Кавказран Çӗпӗре çити – мăсăльмансен пурнăçӗ çинчен каласа парать
Курав экспозицийӗпе пуринчен малтан мускавсем паллашнă, Мускаври соборлă мечӗтре уçăлнă вăл. Унăн черетлӗ чарăнăвӗ Тутарстанăн тӗп хули. Ку ахальтен мар, Раççейри мăсăльмансен историйӗнче те, паян та Хусан хăйӗн пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсемпе уйрăм вырăн йышăнать.
Çакна РФ мăсăльман тӗн управленийӗн председателӗн, тӗп муфтийӗн шейхӗ Равиль Гайнутдинăн курава уçнă чух вуласа панă саламлă çырăвӗнче те палăртнă: «Шăп Тутарстан çӗрӗ çинче, Хусанта авалтан мăсăльмансен çутӗç ӗçӗсене илсе пынă, кӗнекисемпе, тӗн ăслăлăхне, халăх ăсталăхне упраса паянхи куна çитернӗ».
Хусан çӗршывăн тӗп культура центрӗсенчен пӗри пулса тăни çинчен калать вăл. Хусан кăçал ислам тӗнчин тӗп хули пулни
каланă сăмахсене çирӗплетет.Экспозици куракансене Раççейри мăсăльман тӗнне тытса пракан халăхсен культура, ăс-хакăл тата ăстасен еткерӗсмпе паллашма май тпарать. Республикăсенчи музейсенчен илсе илнӗ экспонатсем наци йăлисем çинчен каласа параççӗ.
Курава уçнă чух ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин «Раççейӗн ислам еткерӗ: халăхсем тата йăли-йӗрки» проект Хусантан ытти хуласенче те пуласси çинчен пӗлтернӗ, РФ мăсăльман тӗн управлениӗпе кун пирки калаçусем пыраççӗ те. Курав сентябрӗн 14-мӗшӗччен ӗçлет. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев