Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Президенчӗ 69 тултарчӗ

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Владимир Владимирович Путин çуралнă. Анчах çак кун та çӗршыв ертӳçи канма шутламасть. Унăн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ тăрăх, Президент паян та тӗлпулусем ирттерет.

Путин уяв кунӗсенче те ӗçленинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Хӗллехи каникулсенче те вăл шав канашлусем ирттерет, çулла та канни çинчен çырмарӗç. Сентябрь пуçламăшӗнче çеç Шойгупа пӗрле Путин Çӗпӗр тайгине кайса килни çинчен пӗлтӗмӗр.  Виçӗ кун тăтăш хыпарларӗç кун çинчен малта пыракан телеканалсем. 

Президент унта пӗрре мар канчӗ ӗнтӗ, Çӗпӗре юратать пулмалла. Алтай курăкӗсенчен чей туса ӗçни те, тен ăна вăй хушать-тӗр.

Нумай çынран: «Путин пур-тăк, Раççей те пур» тенине илтме пулать. Çак каларăша вӗсем тӗнчери лăпкă мар лару-тăрăва, пирӗн Президентăн пысăк авторитетне кура илсе кăтартаççӗ пулмалла. Тӗрлӗрен социаллă ыйтăмсен кăтартăвӗсемпе, çӗршыв гражданӗсен 65 проценчӗ унăн ӗçне ырлать.

Тӗнче биржисенче газ хакӗ калама çук нумай ӳссе кайнине кура  Владимир Владимирович хăйӗн çуралнă кунне лайăх кăмăлпа кӗтсе илет тесе шутлас килет.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев