Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри пилӗк регионăн влаçӗсем Covid-19 чире пула пăсăлнă лару-тăрăва йӗркене кӗртме ноябрӗн 7-мӗшӗ хыççăнхи ӗçсӗр кунсене малалла тăсма йышăннă

Аса илтеретпӗр, Раççей Президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен ӗçсӗр кунсем кӗртесси çинчен указ кăларнăччӗ. Эпидеми лару-тăрăвне кура РФ субъекчӗсем ӗçсӗр режима хăйсем тӗллӗн малалла тăсма пултараççӗ.

Ӗçсӗр кунсене тата пӗр эрнене тăсма шут тытнă пӗрремӗш Новгород облаçӗ пулса тăнă. Ку регион вăрăм канмалли кунсене маларах, октябрн 25-мӗшӗнчех кайнă.

Çӗпӗрте ӗçсӗр кунсене ноябрӗн 14-мӗшӗччен Томск облаçӗн влаçӗсем тăснă. Çакна вӗсем эпидемилле лару-тăру япăх пулнипе тата граждансен вакцинаци шайӗ пӗчӗк пулнипе тунă. Челябинскпа Курск облаçӗсенче кану режимне ноябрӗн 12-мӗшӗччен тăснă.

Смоленск облаçӗн влаçӗсем ӗçсӗр кунсене октябрн 28-мӗшӗнче кӗртсе ноябрн 10-мӗшӗччен тăсаççӗ. Алексей островский кӗпӗрнаттăр сăмахӗсемпе, антиковид йӗркисене бизнес-пӗрлӗх те япăх пăхăнать, маска режимне те пурте тытса пымаççӗ, 60-тан иртнӗ граждансем самоизоляцире ларасшăн мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев