Раҫҫейри 67 регионра коронавируспа чирлекенсен шучӗ ӳснӗ
Коронавирус инфекцине ертнисене сиплесси йывӑрланса пырать, вирус нумай чухне эмелсене парӑнмасть, ҫамрӑк ҫынсем те вилеҫҫӗ
Ҫакӑн ҫинчен РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикова Раҫҫей Президенчӗпе тата правительство пайташӗсемпе тӗлпулнӑ вахӑтра каланӑ. Канашлу иртнӗ хушӑра Голикова "Паян пирӗн ҫӗршывӑн 67 регионӗнче чирлекенсем ӳснӗ",– тесе каланӑ.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, керкуннепе хӗллехи сезон пуҫланнӑ вӑхӑтра, экспертсем асӑрхаттарнӑ пекех, ҫӗршывра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йывӑрланнӑ. Голикова гриппран ачасене прививка тума сӗннӗ, ҫавӑн пекех коронавирусран вакцинаци тутарнӑ граждансемпе Covid-19- па чирлесе ирттернӗ ҫынсене. Ҫакнашкал порученине регионсен пуҫлӑхӗсене панӑ.
Ҫав вӑхӑтра Хусанти 2-мӗш РКБ-ри йышӑну уйрӑмӗн заведующийӗн Саяр Сиразитдиновӑн сӑмахӗсемпе, иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан, чирлекенсен шучӗ 2 хут ӳснӗ.
Коронавирус инфекцине ертнисене сиплесси йывӑрланса пырать, вирус нумай чухне эмелсене парӑнмасть, ҫамрӑк ҫынсем те вилеҫҫӗ.
.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев