Расим Баксикова Алексеевски районӗн хисеплӗ гражданинӗн ятне панă
«Алексеевски районӗн хисеплӗ гражданинӗ» тесе çырнă хăйăва тата Диплома паттăр ентешӗмӗре иртнӗ эрне вӗçӗнче муниципалитет Канашӗн ларăвӗнче Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов панă.
Раççей Геройӗ Расим Баксиков Алексеевски районӗн хисеплӗ гражданинӗ пулса тăнă.
«Алексеевски районӗн хисеплӗ гражданинӗ» тесе çырнă хăйăва тата Диплома паттăр ентешӗмӗре иртнӗ эрне вӗçӗнче муниципалитет Канашӗн ларăвӗнче Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов панă.
Аса илтеретпӗр, Раççей Геройӗ Расим Баксиков Алексеевски районӗнчи Пӳлерте ӳссе çитӗннӗ. Расим — çурма чăваш. Унăн амăшӗ Аксу районӗнчи Савгачевăран. Казахстанран куçса килсен пулас паттăр амăшӗпе пӗрле пӗр вăхăт Савгачевăра кукамăшӗ патӗнче те пурăннă. Пӗлтӗр вăл унта ятарласах килсе курнă, тăванӗсемпе, ял-йышпа тӗл пулнă.
СВОра Расима Монолит позывнойпа пӗлеççӗ. 2023 çулхи июнӗн 6-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗн зонинчи Запорожье тăрăхӗнче Р. Баксиков ертсе пыракан «алеша» танк пӗр-пӗччен тăшманăн 8 бронетехникине (çав шутра 2 танк) хирӗç çапăçнă. 40 минута яхăн пынă çапăçуран Раççей танкӗ çӗнтерӳçӗ пулса тухнă. Шăпах çак паттăрлăхшăн Расим Баксикова тата экипажри ытти танкистсене Раççей Геройӗн ятне панă. Паттăрсене Раççей Президенчӗ Владимир Путин хăй наградăланă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев