Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика парламенчӗн ертӳçи Фарид Мухаметшин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш çур çулти ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗ

Пресс-конференци пуçламӑшӗнче Фарид Мухаметшин журналистсене Тутарстан парламенчӗн пуҫарӑвӗсене анлӑн çутатнӑшӑн тав сӑмахӗсем каларӗ, пӗрле пысӑк ӗç тунине палăртрӗ.

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ палӑртнӑ тӑрӑх, парламент каникулӗ пуçланнă пулин те депутатсем хӑйсен округӗсенче ӗçе малалла тӑсӗç, суйлавçӑсемпе тӗл пулӗç. Мӗншӗн тесен Тутарстан Республикин Раисне тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене 7,5 пин депутат суйласси çитес тапхӑрти чи пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑрать. Геннадий Емельянова РФ сенаторӗн полномочийӗсене панӑ хыççӑн сентябрӗн 14-мӗшӗнче Мелекесри (Тукай районӗ) пӗр мандатлӑ 18-мӗш суйлав округӗнчен Патшалӑх Канашӗн депутатне суйламалла.

Июлӗн 11-мӗшӗнче ТР Раисӗн должноçне суйланассипе кандидатсем тӑратмалли процедура вӗçленнӗ. Хӑйсен докуменчӗсене Рустам Минниханов («Единая Россия»), Руслан Юсупов (ЛДПР), Хафиз Миргалимов (КПРФ) тата Виталий Смирнов («Раççей пенсионерӗсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗ») тӑратнă. «Çак суйлав кампанийӗнче эпир сире питӗ шанатпӑр, сирӗнсӗр суйлава тӳрӗ кӑмӑлпа, законлӑ тата йӗркене пӑсмасӑр ирттерме йывӑр пулӗ, – журналистсене чӗнсе каларӗ парламент пуçлӑхӗ. – Муниципалитетсене хастар та тивӗçлӗ çынсене кӗтетпӗр. Хӑйсен территорийӗсен интересӗсене хӳтӗлеме, суйлавçӑсен ыйтӑвӗсене татса пама хатӗр пулччăр вӗсем. Республика аталанăвӗшӗн тăрăшчăр. 

Парламентӑн кӑçалхи пӗрремӗш çур çулти ӗçӗ çинчен каласа панă чух Фарид Мухаметшин çурхи сессире депутатсем 50 ытла закон йышӑннине, вӗсенчен ытларах пайӗ социаллӑ тӗллевлине палӑртрӗ. Законсен пысӑк блокӗ пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшма мерӑсем йышӑнассипе, çынсен пурнӑç шайне ӳстерессипе  çыхӑннӑ. Республика экономикинче предпринимательствӑн çӗнӗ çул-йӗрӗн никӗсне хывакан креативлӑ индустрисене аталантарасси çинчен калакан закона Фарид Мухаметшин 2025 çулта йышăннă тӗп законсенчен пӗри тесе палӑртрӗ. Май уйӑхӗнче вӑя кӗнӗ закон креативлӑ экономикӑна аталантарма тата граждансене пултарулӑхпа ӑс-хакӑл вӑй-хӑватне кура пурнӑçра çитӗнӳ тума пулăшасси çинчен. 

Тирпейлекен производствăра, электроэнергипе, газпа тата шывпа тивӗçтерессипе ӗçлекенсем тата строительство сферинчисем налог тӳленӗ чух ансатлатнă системăпа усă курнăшăн паракан çăмăллăхсене малашне те хăварасси пирки закон йышăнни çинчен каларӗ Фарид Мухаметшин. Сад юлташлăхӗсенче пӗрлехи пурлăхпа усă курнăшăн налог тӳлессинчен хăтарнă,  налог çăмăллăхӗсене 2027 çулччен сыхласа хăварнă.

Нумай ачаллӑ çемьесенчи ултӑ çула ҫитмен ачасене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗçтересси çинчен те закон йышăннă. Кун пек çемьесем тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗпе те усă курма пултараççӗ. Уйрӑммӑн Фарид Мухаметшин 2025 çулхи июнӗн 19-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене йӗркелесси çинчен калакан Федераци законӗ çинче чарӑнса тӑчӗ.

«Парламентӑн пӗр ларӑвӗнче эпир çак закон проектне тимлӗн пăхса тухса хамăрăн тӳрлетӳсене ярса патăмăр. Тутарстан сассине шута илчӗç, регионсене хӑйсен территорийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн хӑш моделӗ ӗçлессине хӑйсем суйлама ирӗк пачӗç, – аса илтерчӗ парламент пуçлӑхӗ. – Эпир ял хутлăхӗсемпе поселок совечӗсене сыхласа хӑварса икӗ шайлӑ система туса хӑвартӑмӑр. Раиспа, Республика Правительствипе, профильлӗ министерствӑсемпе, ведомствӑсемпе, муниципалитет пӗрлӗхӗсемпе, регионсенчи тата Федераци Пухӑвӗнчи ӗçтешсемпе пӗр-пӗрне ăнланса ӗçленипе чылай ыйтупа килӗшӳ тупатпăр». 

Граждансен ыйтӑвӗсемпе ӗçлесси çине Фарид Мухаметшин уйрӑмах пысăк тимлӗх уйăрать. Кӑçалхи пӗрремӗш çур çулта парламент депутачӗсем граждансемпе обществăлла пӗрлешӳсен 5874 ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.

«Манăн принцип – пӗр ыйтăва та хуравсӑр хӑвармалла мар, – палӑртрӗ парламент пуçлӑхӗ. – Ку питӗ кирлӗ, ку влаçа шанни çинчен калать. Харпӑр йышӑнура кӑна пирӗн депутатсем 1 728 çынна йышӑннӑ».

Яланхи пекех тутарстансене законсене лайӑхлатас, социаллӑ хӳтлӗх, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлавӗ, çулсем хывас тата юсас, ÇКХ, экологи тата ытти ыйтусем хумхантараççӗ.

Парламент ӗçӗнче, Фарид Мухаметшин сӑмахӗсемпе, кашни профильлӗ комитет çумӗнче йӗркеленӗ эксперт канашӗсен пӗлтерӗшӗ пысăк. Кӑçалхи пӗрремӗш çур çулта вӗсем 47 лару ирттернӗ, 164 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. 

Тӑван чӗлхесене вӗрентессипе çыхӑннӑ федераллӑ вӗрентӳ стандарчӗсем (ФГОС) улшӑнасси нумайăшне хумхантарать. Журналистсем те ăна тимлӗхсӗр хӑвармарӗç.

«Кашни халӑх хӑйӗн чӗлхине хаклать, чӗлхе вӑл нацин уйрӑлми пайӗ-çке. Пирӗн нумай нациллӗ Раççей тата нумай нациллӗ республика, унта кашни халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренме тивӗç», – пӗлтерчӗ хăй шухăшне кун пирки парламент пуçлӑхӗ.

Юлашкинчен Фарид Мухаметшин журналистсене Тутарстан Патшалӑх Канашӗпе конструктивлӑ калаçушӑн тав турӗ. «Парламент каникулӗ умӗн журналистсемпе тӗл пуласси пирӗн йӑлара. Сирӗн ыйтусенчен эпир суйлавçăсем калас тенине илтетпӗр. Çакăн пек меслетпе ӗçлесси пирӗншӗн приоритет пулса тăрать», – терӗ Фарид Мухаметшин тӗлпулу вӗçӗнче.

Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество госсовет рт закон выборы 2025