Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра августăн 21-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен «Тимлӗ пулăр – ачасем!» профилактика мероприятийӗ иртет

Çулсем çинче ачасене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса çӳреттерес тӗллевпе августăн 21-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен «Тимлӗ пулăр – ачасем!» профилактика мероприятийӗ иртет.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн автоинспекторсем ача сачӗсемпе шкулсен çывăхӗсенче çулсене тӗрӗслеме тухаççӗ. Шкул автобусӗсен юсавлăхне те çирӗп тӗрӗслӗç вӗсем. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ДПС посчӗсем вӗрентӳ организацийӗсен çывăхӗнче пулаççӗ.

Тутарстан Республикинчи ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗн управленийӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Айрат Самигуллин водительсене чӗнсе каланă:

«Хăвăртлăх режимне пăхăнмалла, уйрăмах ача-пăча учрежденийӗсен çывăхӗсенче тата çул урлă çынсем çуран каçакан вырăнсенче. Хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе çыхăнмалла, ачасене машинăра автокресло çине лартса çеç илсе çӳремелле.

Хисеплӗ ашшӗ-амăшӗсем! Хăвăрăн ачăрсене çул çинче питӗ тимлӗ пулмаллине кашни кун каласа ăнлантарăр. Çул йăнăш тунине каçармасть. Çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнмаллине хăвăр тӗслӗхӗрпе кăтартăр. Шкула еплерех хăрушсăр маршрутпа çӳремеллине ачăрпа пӗрле кайса палăртăр. Автомототранспорт уççисем килӗрте ачăр куçӗ умӗнче ан выртчăр. Каникул вăхăтӗнче ачăрсене тимлӗхсӗр ан хăварăр, вӗсем çак самантра ăçта пулнине, мӗн тунине тӗрӗслесех тăрăр. Çул çинче çӳренӗ чух тимлӗ тата асăрхануллă пулăр!»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев