Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра çӗнӗ çултан хӗрлӗ шатрапа 20 çын чирленӗ

Тутарстанра хӗрлӗ шатрапа (корь) чирлени çине çинех палăрать. Çӗнӗ çул хыççăн 2 эрнере кăна шут 20 çитнӗ. Чирленисенчен 16-шӗ — ача.

– Пӗлтӗр февраль уйăхӗнчен хӗрлӗ шатрапа чирлеме тытăнчӗç. Ун чух виçӗ тӗслӗхе шута илнӗччӗ. Кăçал пире мӗн кӗтессине калама йывăр, икӗ эрнерех 20 тӗслӗх, нумай ку»,– тенӗ Роспотребнадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Марина Патяшина кун пирки. 2023 çулта республикăра пӗтӗмпе 146 тӗслӗхе шута илнӗ пулнă. Вӗсенчен чылайăшӗ прививка тутарманнисем. Сăмах май, ку хăрушă чиртен сипленмелли мел çук, унран прививка кăна сыхлать.

Кăçал чирленисенчен 13-шӗ Хусанта, 3-шӗ Кукмор районӗнче, Çӳлтупа Камско– Устьински районӗсенче – 1-ер. Чирленисенчен иккӗшӗ Казахстанпа Таджикистан çыннисем, тесе пӗлтерет РБК Татарстан сайчӗ.

 М.Патяшина сăмахӗпе, 2023 çулта Тутарстанра пурӗ 146 çын ( 2022 çулта пурӗ те пӗрре кăна) чирлени палăрнă. Вӗсенчен 139-шӗ прививка тутарманнисем. Чи нумай чирлекенсем Хусанта (90 çын).76-шӗ Таджикистан, Узбекистан, Киргизи, Азербайджан, Казахстан çӗршывӗсенчен килнӗ мигрантсем. «Хӗрлӗ шатраран прививка тăвасси унта çав тери пӗчӗк шайра. Çавăнпа чирлекенсем çулталăкне 146-ăн кăна мар унта. Чире вӗсем илсе килеççӗ те ӗнтӗ»,– тенӗ вăл.

Роспотребнадзор ертӳçи Анна Попова декабрӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ тăрăх, хӗрлӗ шатра вирусне Раççее 16 çӗршывран илсе килнӗ. 2023 çулта чир Тутарстансăр пуçне тата Пенза облаçӗнче, Красноярск крайӗнче, Дагестанра тата Белгород облаçӗпе Инсет Хӗвелтухăçӗнче палăрнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество