Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра «Çулталăк инженерӗ» конкурс тапраннă

Çакăн çинчен журналистсене ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Родион Карпов пӗлтернӗ.

Конкурса пысăк профессионалсем те хăйне инженери сферинче кăтартма хатӗрленекенсем те хутшăнма пултараççӗ. 

Çак конкурса инженер тата рабочи профессийӗсее популяризацилес тӗлӗшпе тата регионри экономика отраслӗсенчи тӗп предприятисене инженерпа техника, производство персоналӗпе тивӗçтерес тесе ирттереççӗ. 

Унта вузсенче инженера вӗренекен студентсем те, Тутарстан Республикинчи предприятисенче ӗçлекен инженер-конструкторсемпе инженер-производственниксем те хутшăнма пултараççӗ. 

Суйласа илес категорисем виççӗ:
«Пулас инженерсем» – кунта инженери специальноçӗсене алла илекен студентсем кӗреççӗ;
«Çамрăклăх, ăнăçу, перспектива» – 35 çул тултарман ӗçлекен инженерсем;
«Опыт, çитӗнӳсем, компетентлăх» – 35 çултан аслăрах ӗçлекен инженерсем. 

Заявкăсене 2022 çулхи октябрӗн 17-мӗшӗччен йышăнаççӗ. 

Тӗплӗнрех   https://mpt.tatarstan.ru/index.htm/news/2124510.htm сайтра. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев