Республикăра пурăнакансен газшăн мобильлӗ приложенире тӳлеме май пур
Çӗнӗлӗхсемпе «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă организацин экономикăпа тата финанссен енӗпе генеральнăй директор çумӗ Руслан Фатхлисламов паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, çак пуçарусене чи малтан компанин абоненчӗсене меллӗ пултăр тесе йышăннă.
«Газпром трансгаз Казань» хăйӗн абоненчӗсемпе хутшăнассин комплекслă системине аталантарса пырать. Сăмах – цифра решенийӗсене хутшăнусен йăлари каналӗсемпе пӗрле аталантарса пырасси. Çӗнӗлӗхсемпе «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă организацин экономикăпа тата финанссен енӗпе генеральнăй директор çумӗ Руслан Фатхлисламов паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, çак пуçарусене чи малтан компанин абоненчӗсене меллӗ пултăр тесе йышăннă.
«Ку пресс-конференцие хатӗрленнӗ май иртнӗ тӗлпулура палăртнă задачăсем аса килчӗç. Шăпах вӗсене мӗнле майпа пурнăçлани пирки каласа парас килет те паян» – терӗ Руслан Фатхлисламов. Ку вăхăтра республикăра пурăнакансемпе çыхăнассипе цифра платформине хута ярассипе ӗç пырать. Ун никӗсӗнче «Оплата за газ» мобильлӗ приложени те йӗркеленӗ. Паяна унпа 660 пин абонент усă курать. Ку клиент базин 40 проценчӗпе танлашать. Сервис услугăсене комиссисӗр тӳлеме май парать, çав шутра тӳлев вăхăчӗ çитичченех. Паллах парăма татса пама та пулать унта.
«Ку ахаль цифра кăна мар. Мобильлӗ приложенипе усă курни Тутарстанра пурăнакансем пирӗн инструментсемпе кăмăллă пулнине кăтартакан паллă та», – палăртрӗ спикер. Пӗлтерӗшлӗ çитӗнӳсен шутне документсен электронлă çаврăнăшне те кӗртрӗ вăл. Паяна 595 пин абонент электронлă квитанцисем илсе тăрать. Приложени тутар чӗлхипе те ӗçлеет. МАКС месенджерта чат-бот хута кайнă. Вăл харпăр кабинетпа çыхăнать тата Газификацин пӗрлехи операторӗн порталӗпе интеграциленнӗ. «Çак инструментсем начисленисем çинчен пӗлсе тăма май параççӗ. Документсен электронлă çаврăнăшӗ паянхи кун тренчӗ. Хутран пăрăнма вăхăт. Ку вăл экономикăшăн кăна мар экологишӗн те усăллă тата меллӗ», – тет Руслан Фатхлисламов.
Алă пусасси те электронлă майпа иртет
2026 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен Газификацин пӗрлехи операторӗн порталӗнче газ кӗртессипе заявка пама, техобслуживани тума, хваттере е çурта, е пӗр-пӗр объекта газ кӗртессипе килӗшӳсем тума пулать. Алă пусасси те электронлă майпа иртет. «Правительство постановлени йышăнни тинех çак пуçарусене пурнăçа кӗртме май пачӗ. Эпир çитӗнӳсем çинче чарăнса тăмастпăр. Хамăр ума çӗнӗрен те çӗнӗ задачăсем лартатпăр, – терӗ генеральнăй директор çумӗ. – Халăха газпа тивӗçтерсе тăнисӗр пуçне тӗп вырăнта техобслуживани тăрать. Ăна çулталăкра пӗрре ирттермеллех. Техобслуживанишӗн тӳлеме меллӗ пултăр тесе кунта та диверсификаци çулӗпе кайрăмăр. Калăпăр сирӗн пата пирӗн слесарь килет. Эсир малтан ун ӗçӗпе килӗшсе хут çине алă пусатăр. Вара тӳлев тумалла. Халӗ ăна куар-кодпа пурнăçлама пулать. Ку парăмра юлмасăр ӗçшӗн çийӗнчех тӳлесе тата май парать», – ăнлантарчӗ Руслан Анасович.
Унсăр пуçне компани срокӗ иртнӗ парăмсемпе ӗçлессине те пысăк тимлӗх уйăрать. Суда çитерме тăрăшмасть парăмçăсемпе хутшăнусене. «Пуринчен ытла эпир абонентсемпе ӗçсене суд патне çитермесӗр татса панипе мăнаçланатпăр. Газ парассине чарса лартма тӗллев çук пирӗн. Ку никама та кирлӗ мар. Пирӗн контакт-центрăн ӗçӗ абонентсемпе хутшăнса ӗçлекен платформăн ӗçӗпе тачă çыхăннă. Пирӗн тӗп тӗллев – хăш абонента мӗнле инструмент меллӗ пулнине пӗлесси», – терӗ Руслан Фатхлисламов.
Приложение кнопкăллă телефон çине лартаймăн
Паллах, çынсемпе куçа-куçăн ӗçе те пăрахăçламаççӗ. Яллă территорисенче пур çӗрте те интернет çыхăнăвӗ хулари пек мар. Ăçта-тăр вăл питӗ япăх ӗçлет. Тата кашни абонентăн та çӗнӗ йышши смартфон çук. Приложение кнопкăллă телефон çине лартаймăн. Хут темле «тарăхтарса çитернӗ» пулин те унпа ӗçлемех тивет. Компанин Тутарстанӗпе пурӗ 11 центр ӗçлет. Çав шутран 5-шӗ Хусанта. Пӗтӗмпе 623 пин абонента пăхса тăраççӗ вӗсем. Ку çулта çӗнӗ центрсем Павлăра, Пӗкӗлмере, Лениногорскра уçăлмалла.
Çапла майпа компани цифра сервисӗсемпе офлайн-центрсен ӗçне сыпăнтарса пырать. Пӗри теприне хирӗçлемест, пулăшать кăна. «Пӗр абонента та тимлӗхсӗр хăвармастпăр эпир», – терӗ Руслан Анасович мобильлӗ приложение çавах та уçласа лартма сӗнсе.
Журналистсен енчен те тӗрлӗ ыйтусем пулчӗç. Çавсенчен пӗри App Store пирӗн приложенисене уçласа лартма чару лартни пирки те. Руслан Фатхлисламов ку енӗпе компани пур майсенчен те чи эффективлăраххине суйланине каларӗ. «Эпир мобильлӗ приложенин веб-версине шутласа кăлартăмăр. Вăл визуал енӗпе те, инструментсемпе те мобильлӗ приложенирен нимпе те уйрăлса тăмасть. Веб-версие кӗрсе хăвăрăн iPhone çине лартатăр та усă куратăр, Андроидсем енӗпе проблемăсем çук», – ăнлантарчӗ вăл.
Газ хакне пăхса тухассине октябрь уйăхне куçарнă
Тепӗр улшăну газ хакӗпе çыхăннă. Раççей Правительстви ку ыйтăва пăхса тухассине октябрӗн 1-мӗшне хăварма йышăннă. Çакна индексаци лару-тăрăвне çивӗчлетес мар тесе тунă. «Кунта эпир проблема курмастпăр. Тарифсемпе патшалăх комитетӗнче газăн розница хакне хӳтӗлерӗмӗр. Октябрӗн 1-мӗшӗнче пулмалли улшăнусене эпир хатӗр», – çирӗплетрӗ Руслан Фатхлисламов.
Спикер каланă тăрăх, СВОна хутшăннисене пулăшу парассипе те ӗç пырать. Ятарлă çар операцийӗн зонинче тăракан çыннăн газ тӳлевӗпе парăмсем пулсан ăна тӳлеврен вуçех хăтармаççӗ – рассрочка параççӗ. Киле таврăнсан парăма хупма тиветех.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев