Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра урăх çук

Тутарстанра пилотсем хатӗрлекен шкул уçаççӗ. Вӗçев шкулӗ Лайăш районӗнчи «Караишево» аэродромра ӗçлеме пуçлать.

Тутарстанра пилотсем хатӗрлекен шкул уçаççӗ. Гражданла авиацин пилочӗсене тата сывлăш карапӗсене пăхса тăракан техниксене, çав шутра Ту-214 самолет çине те хатӗрлеççӗ. Çулталăкра 50 пилот вӗрентсе кăларӗç, пӗрремӗш курсантсене шкул çулталăк вӗçӗнче йышăнать. Вӗçев шкулӗ Лайăш районӗнчи «Караишево» аэродромра ӗçлеме пуçлать. Унта вӗçме вӗренес текенсене те хăнăхтарӗç, коммерци пилочӗсен пӗлӗвӗсене те ӳстерӗç, çаплах инженерсене хатӗрлеççӗ. ПД-14 двигательсемпе ӗçлекен МС-21 самолетсене тата ПС-90А тата Sukhoi Superjet двигательсемпе çӳрекен Ту-214 техника енчен пăхса тăма техниксене вӗрентӗç.

 «Караишево» аэродромра çак тӗллевсене пурнăçлама икӗ хутлă вӗренӳ корпусӗ туса лартнă та ӗнтӗ. Кӗçех унта авиатренажерсем, вӗренӳ класӗсем, мастерскойсем тата 10 çын чарăнса тăмалăх хăна çурчӗ пулать.

Уйрăм çынсене вӗçеве хăнăхтарма çӗр çинче çӳрекен пӗр моторлă самолет пур. Вӗçсе хăпармалли йӗр, самолетсемпе вертолетсене лартма ангарсем пур. Вӗсемпе хальлӗхе уйрăм çынсемпе компанисем усă кураççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. Авторӗ В.Васильев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество