Республикăра вырма пуçланчӗ
Аксу, Пăва, Заинск, Спасс, Рыбно-Слободски, Мӗслӗм, Чистай районӗсенче комбайнсем хире тухнă. Вӗсем кӗрхи тырра, Рыбно-Слободскипе Аксу районӗсем тата кӗрхи рапса вырма, Чистай районӗ вара ир пулакан çӗрулмие кăларма тытăннă.
Кăçал республикăн пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене – 1 миллион та 168 пин, сахăр чӗкӗнтӗрне – 53 пин, çуллă культурăсене 669 пин гектартан, çӗрулмипе пахча çимӗçе вара 6823 гектартан пухса кӗртмелле, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
Вырма ӗçӗсене йӗркелессипе çыхăннă ыйтусене июлӗн 22 – 29-мӗшӗсенче Чистай, Тукай, Менделеевск тата Пăва районӗсенче «Вопросы комплекса мероприятий по формированию урожая сельскохозяйственных культур» зонăсенчи семинар-лурусенсе сӳтсе яваççӗ. («Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев