Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри чăвашсен пуçарăвӗпе тутар ученăйне медаль пачӗç

Иршад Ахметович Гафарова Хусан патшалăх педагогика университечӗн Вырăс филологи факультетӗнче 1994-2000 çулсенче вӗреннӗ чăваш студенчӗсем лайăх паллаççӗ. Вăл унта декан пулса нумай çул ӗçлерӗ. Шăпах И.А.Гафаров тăрăшнипе çак çулсенче Хусанта Тутарстанри шкулсем валли чăваш чӗлхипе литературин учителӗсене хатӗрлерӗç.

Чăвашла лайăх пӗлекенскер, вăл ялтан килнӗ каччăсемпе хӗрсене хăй хӳттине илчӗ тесен те йăнăш пулмӗ. Яланах халсемпе кăсăкланатчӗ, мӗнлерех вӗреннипе. Филологи факультетӗнче чăваш хорӗ тӗвӗленни те унăн тивӗçӗсенчен пӗри.

Иршад Ахметович Кивӗ Çӗпрелӗнче çуралнă. Районти КПСС инструкторӗнче, Теччӗри райком секретарӗнче, ытти çӗрте ӗçленӗ чухне вăл чăвашсемпе çывăх хутшăннă, пирӗн чӗлхене те лайăх пӗлет. ТР Вӗрентӳ министрӗн çумӗнче ӗçленӗ хыççăн Хусан патшалăх педагогика университечӗн Вырăс филологи факультечӗн деканӗнче ӗçлеме тытăнсан шăпа ăна тепӗр хут чăвашсемпе тӗлпутрачӗ. Халăх вӗрентӗвӗ валли учительсем хатӗрлес ӗç самана улшăннă вăхăтра Гафаровшăн çăмăл пулмарӗ. Анчах та вăл çак экзамена тивӗçлӗ тытма пултарчӗ. Вăл хатӗрленӗ выпускниксем хальхи вăхăтра тӗрлӗ çӗрте ӗçлеççӗ, ытларахăшӗ шкулта.

Пенсие тухсан та Иршад Гафаров хăватне чакармарӗ, вăл «Хусанти çӗпрлесен ентешлӗхӗн» сопредседателӗ пулса тăрăшрӗ. Хусан федераллă университечӗн тӗрӗк халăхӗсен историйӗпе культурин кафедрин профессорӗ, истори наукисен кандидачӗ кӗнекесем çырас ӗçе пуçăнчӗ. Вăл Çӗпрел районӗн энциклопедине, Хулаçырми ялӗ çинчен çырнă кӗнекенсен авторӗсенчен пӗри, хăйӗн те вӗрентӳ кӗнекисем нумай. Чăваш халăхӗ умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин пуçарăвӗпе ăна ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă медаль пама ыйтса хутсем тăратнă. Президент хушăвӗ хăйне нумай кӗттермерӗ.

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче ТР экологипе çут çанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков Ирашад Гафарова çак пысăк наградăпа чысларӗ. Педуниверситетăн вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнчен вӗренсе тухнă студентсем те кăçал 80 тултарнă Иршад Ахметовича чечек çыххисем, парнесем парса саламларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев