Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланиччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Иртнӗ çулсенчи пекех кăçал та республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци иртет.
Хусанта, тӗслӗхрен, 1600 ытла ачана пулăшу парӗç. Парне комплекчӗсене – канцеляри таварӗсем тултарнă портфельсене – тӗп хулан тӗрлӗ районӗсенче пурăнакан ачасене августăн 21 – 23-мӗшӗсенче парӗç. Çакăн пирки ӗçлӗ тунтикун иртнӗ канашлура Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗн пуçлăхӗ Ирек Ризванов пӗлтернӗ.
Ун сăмахӗсемпе асăннă акцие хулара 17-мӗш çул йӗркелесе ирттереççӗ ӗнтӗ. Акцин масштабӗ, унта хутшăнса пулăшу пама хатӗр çынсен шучӗ çулсерен ӳссе çеç пырать.
Ачасене шкула кайма кирлӗ хатӗрсене парас мероприятисем августăн 21 – 23-мӗшӗсенче хулари «Сайдаш», «Чулпан», Ленин ячӗллӗ Культура керменӗсенче, «Заречье» хушма вӗрентӳ центрӗнче иртӗç.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев