Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри строительсем çулталăк планне 80 процента пурнăçланă

Вӗсем 2 миллион та 479 тăваткал метр лаптăклăх çурт-йӗр туса пӗтернӗ

Коммерциллӗ çурт тăвакансем хăйсен планне 71 процента пурнăçланă, ку вăл 125 нумай хваттерлӗ çурт. Социаллă ипотека программипе 28 нумай хваттерлӗ çурт туса пӗтернӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 114 пин тăваткал метрпа танлашать. Çулталăк планне тултарассипе уйрăм çуртсен строительстви малта пырать, кунти çуртсен 90 проценчӗ пурăнакансене йышăнма хатӗр.  
Кăçал Тутарстанра 930 тăлăх ачана хваттерпе тивӗçтермелле. Вӗсемсӗр пуçне 81 çамрăк çемье пурнас условисене лайăхлатӗ. 5 е ытларах ывăл-хӗрлӗ нумай ачаллă çемьесене панă 34 сертификатран хуçисем 4-шӗпе кăна усă курнă-ха.   
Кăçал сентябрӗн строительсем 11 çӗнӗ шкул туса пӗтермелле, 53 ФАП, 10 клуб, 4 витнӗ футбол манежӗ, 6 ача-пăча лагерӗ, ял хутлăхӗсен ӗçтăвкомӗсем валли 8 çурт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев