Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри шыв объекчӗсене хăмăшпа хурапуçран тасатаççӗ

«Чистые луга» заказник территорийӗнче акваторие хăмăшпа хурапуçран тасатаççӗ

Çак ӳсентăрансем шывăн циркуляцине кансӗрлеççӗ тата шыв акваторине шурлăхлантараççӗ. Ытлашши ӳсентăрансене ятарлă техникăпа тасатаççӗ. Çак ӗçсене шыв объекчӗсен экологилле реабилитацийӗшӗн тăваççӗ. Комбайн курăксене шыв çийӗнчен те, тӗпӗнчен те кăларать, çавăн пекех вăл юханшывсен çырмисене тарăнлатать.  
«Шывсен тӗп проблеми – акваторисене иртме çук джунглисне çавăракан çăра курăк. Ӳсентăрансем  сероводород кăлараççӗ, вăл пулăсемшӗн тата юханшывра пурăнакан ытти чăрчунсемшӗн сиенлӗ. Тасату мероприятийӗсем уникаллă шыв объекчӗсене упраса хăварма тата шыври биологи ресурсӗсен тӗрлӗенлӗхне аталанма май туса параççӗ», – тесе палăртнă ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн председателӗ Федор Батков. 
ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев