Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри вăрмансенче пур çӗрте те пушар хăрушлăхӗ тăрать

Нумай вăхăт хушши шăрăх тăнипе тата çумăр çуманнине пула Тутарстанри чылай районсенче хăрушă агрометеорологи пулăмӗ пулса иртет – «атмосфера типни». Гидромеорологсем ăналантарнă тăрăх, типӗ тăнине пула çӗр типсе хытать, ӳсен-тăрансем патне нӳрӗк çитмест, тымарсем типме тытăнаççӗ. Республикăри вăрмансенче пур çӗрте те пушар хăрушлăхӗ тăрать.

Раççейӗн Европа территорийӗнче типӗ те шăрăх çанталăк ӗнтӗ темиçе эрне тытăнса тăрать. Синоптиксем çакна куçмасăр тăракан анлă циклонпа çыхăнтараççӗ. Сывлăш температури +30..+32 градуса çити хӗрет. Çак кăтарту ку вăхăтри талăкри вăтам кăтартуран 7-8 градус ытларах.

Çывăх кунсенче, августăн 26-28-мӗшӗсенче те çынталăкра улшăнусем кӗтӗнмеççӗ. Кăнтăрла сывлăш температури +29..+34 градуса çитет. Каçпа +10..+15 градуса çити сулхăнлатать. Çакă кăна хăтарать те хуласенче пурăнакан çынсене çумăрсем çук чух.

Тутарстан Гидрометцентрӗн малтанласа тунă прогнозӗ тăрăх, тепӗр эрне пуçламăшӗнче республикăра çумăрсăр çанталăк пулать, сывлăш температури те +29-тан пуçласа +34 градуса çити çӗкленет. Августăн 30-мӗшӗнче те шăрăх пулать. Кăнтăрла хăш-пӗр районсенче пысăках мар çумăр çума пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев